Сывлăх патне утăм тăвар

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:16 Просмотров: 19

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывă малашлăх» проектпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 30-мĕшĕнче Аманикре «Сывлăх патне утăм» акци иртрĕ.

Çав кун аманиксем сывлăхне тÿлевсĕрех тата ялтах тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, çакнашкал проектсем питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен чир-чĕре шала кайиччен тупса палăртма пулăшаççĕ. Тухтăрсем ку хутĕнче те çынсен виçине тата çÿллĕшне, юн пусăмне, сахăр шайне виçрĕç, тĕрлĕ анализсем илчĕç, ЭКГ турĕç, холестерин мĕн чухлĕ пулнине палăртрĕç, хĕрарăмсем гинеколог патĕнче пулчĕç...Тухтăрсем тĕрĕслев хыççăн кашнинех малашне хăйсене мĕнле тытмалли çинчен сĕнÿ-канаш пачĕç. Сывлăх пунктне ялта пурăнакан 103 арçынпа хĕрарăм пырса кайрĕ.

Мобиллĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тата «Сывлăх пункчĕсем» çу каçипех ялсене тухса çÿрерĕç. Вĕсем пурĕ 16 çĕрте пулчĕç. «Сывлăх патне утăм» проект республикăра иккĕмĕш çул ĕçлет. Пĕлтĕр çулла Чăваш Енре 70 пине яхăн çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмпе 1570 пациентăнне тĕрлĕ чир-чĕр тупса палăртнă, çав шутра усал шыçă та. «Чире çийĕнчех асăрхани çынна тĕрĕс тата вăхăтра сиплеме май парать», - теççĕ тухтăрсем. Ансăртран мар ĕнтĕ проектăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри хамăрăн сывлăх пирки тĕплĕнрех пĕлесси пулса тăрать.

«Сывлăх пункчĕ» ĕçлеме тытăннăранпа унта 1863 çын пырса кайнă, çав шутра терапевтсем 1811 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевсем кăтартса панă тăрăх çакă паллă пулнă: 253 çын ытлашши самăрри палăрнă; 519 çыннăн юнри холестерин шайĕ питĕ пысăк* 310 - юн пусăмĕ пысăк; 300 пациентăн юнри глюкоза шайĕ пысăк; 456 çынна сывлăхне тепĕр хут тĕплĕнрех тĕрĕслеттерме сĕннĕ.

Çак тапхăрта невролог 613 çынна йышăннă, вĕсенчен 89-ĕшĕ тĕлĕшпе тĕплĕ тĕрĕслев ирттерме палăртнă. Ытти тухтăрсем те хăшпĕр пациентсен сывлăхне тепĕр хут тĕрĕслеме кирли çинчен пĕлтернĕ. «Сывлăх пункчĕ» ĕçленĕ хушăра 1220 пациент ЭКГ тутарнă, 21 çын - вакцинаци.

«Сывлăх патне утăм» акци вăхăтĕнче Куславкка муниципаллă округĕнче пурăнакансем сахăр диабечĕпе (5 çын), катарактăпа (49), артерири юн пусăмĕ ÿснипе - гипертонипе (12 çын) чирленĕ тĕслĕхсене пуçласа тупса палăртнă.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники