
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне уявларăмăр. Пирĕн республикăра вĕсен пурнăç шайне лайăхлатассине, канăвĕпе пушă вăхăтне усăллă йĕркелессине, медицина пулăшăвĕ парассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
- Паян ватăсене унчченхи пекех хастар пулма, обществăпа культура пурнăçне вăй çитнĕ таран хутшăнма мĕнпур майсем туса панă. Вĕсенчен чылайăшĕн кунçулĕ çăмăл килмен. Çапах та хамăрăн тăван кĕтесе, республикăна аталантарас тĕлĕшпе кашниех ырми-канми ĕçленĕ, - терĕ вырăнти Культура çуртĕнче «Чун-чĕререн, çĕре çити пуç тайса» ятпа йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен уявĕнче Куснар территори пайĕн ертÿçи Н. Будкова. Наталья Вениаминовна ватлăх енне сулăннă çынсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал тата ырлăхпа тăнăçлăх сунчĕ.
Куснар тăрăхĕнче паян ялйыш хисеплекен, сума сăвакан хĕрарăмсемпе арçынсем сахал мар пурăнаççĕ. Тĕслĕ-хрен, 1978 çултан пуçласа 1994 çулчченех иртен пуçласа каçчен уйра тракторпа ĕçленĕ Ольга Плотникова. Вăл нимĕнле ĕçрен те ютшăнса тăман, сухаламалла-тăк - сухаланă, акмалла-тăк - акнă, выльăх апатне те фермăна турттарнă... Ăнсăртран мар ĕнтĕ Ольга Плотникова «Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче нумай çул редактор пулса ĕçленĕ, кăçал 90 çул тултарнă Григорий Иванова та ялйыш хисеплет. Çулĕпе çамрăк мар пулин те, вăл Куславкка округĕн Куснар ялĕнче краеведени музейĕ тăвас тĕллевпе ырми-канми ĕçлет. Юлия Будкова вара хăй вăхăтĕ-нче Куснарти ĕне фермин заведующийĕнче тăрăшнă. Владимир Чапаев «Аниш» совхозăн Куснарти уйрăмĕнче механик пулнă. Римма Краснова Якутире ылтăн кăларнă çĕрте вăй хунă, нумай çул хушши участок мастерĕ шутланнă, тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ялне таврăннă. Юрлама юратаканскер, вăл нумай пулмасть «Чувашские переливы» конкурсра такмак каласа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пĕр сăмахпа, уява пынă кашни ĕç ветеранĕ пирки нумай ыррине калама пулать, хуçалăхра тăрăшса вăй хунипе е яла аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнипе тивĕçлĕ вĕсем чыс-хисепе.
Уява пынисене вырăнти «Виртень» ансамбль те ăшшăн саламларĕ. Вĕсем пирĕн ватăсем уйрăмах килĕштерекен чăвашла тата вырăсла юрăсене шăрантарчĕç. Каярах вара пурте сĕтел хушшине ларса чей ĕçрĕç, вĕри кукăльпе хăналанчĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Я. ШОРКИНА.
Октябрь 2026 |
