Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Куславкка округĕн пултарулăх коллективĕсем Шупашкарти «Пехет» агромаркет таврашне тата унти лапама илем кÿчĕç.
Культура ĕçченĕсемпе илемлĕ пултарулăха юратакансен илĕртÿллĕ программине куракансем пысăка хурса хакларĕç. Пултаруллă артистсем хушшинче Куславккари хĕрарăмсен 5-мĕш колонийĕнчи кадрсен службин инспекторĕ Радий Чернов та пулчĕ.Сăмах май каласан, вăл унччен чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе пĕрле сцена çине тухнă, хăйĕн илемлĕ сассипе куракансене савăнтарнă. Халĕ те муниципаллă оругра тата республикăра иртекен концертсене час-часах хутшăнать.
Муниципалитет делегацийĕ Шупашкарта пурăнакансене тата хула хăнисене яланхи пекех асра юлмалли юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Культура ĕçченĕсем мастер-классем те йĕркелерĕç, призсем те выляттарчĕç. Çавна май хăнасем «Хăв çуралнă тăван кĕтесе пĕл тата юрат» ятлă викторинăна хутшăнчĕç, Куславкка округĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç.
Т. АВЕРЬЯНОВА.
Декабрь 2025 |
