Канашри «Локомотив» спорт комплексĕнче нумай пулмасть регионти чи вăйлă спортсменсене палăртас тĕлĕшпе кире пуканĕ йăтассипе чемпионат тата Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртусем иртрĕç.
Ултă муниципалитетран хутшăннă 80 атлет хушшинче паллă спортсменсем те, шкул ачисем те пулни мероприяти сумне самаях ÿстерчĕ, çамрăксене кире спорчĕпе самаях интереслентерчĕ. Пирĕн муниципалитетран унта «Атăл» спорт шкулне çÿрекен 12 спортсмен хăйĕн вăй-халне виçме кăмăл турĕ.
Чи малтан 58 килограма çитичченхи виçери Ульяна Мясникова помост çине тухрĕ. Çак категорире çĕнтерес тесен унăн вунултă килограмлă кире пуканĕ-сене 27 хут йăтса илмеллеччĕ. Спортсмен çапла турĕ те.
Вероника Петрова та хăйĕн ăсталăхĕпе палăрчĕ, 68 килограма çитичченхи виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Сăмах май, вăл ăмăртусен кашни тапхăрне ăнăçлă вĕçлеме пултарчĕ.
63 килограма çитичченхи виçере ăмăртнă Максим Егоров ытти чухнехи пекех питĕ чăтăмлă спортсмен пулнине кăтартса пачĕ. Вăл 24 килограмлă икĕ кире пуканне 100 хутчен йăтса илсе лартрĕ. Çавна май çĕнтерме пултарнипе пĕрлех спортăн çак тĕсне килĕштерекенсем çирĕп вăй-халлă пулнине те кăтартса пачĕ.
73 тата 95 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче пирĕн Федор Шурдеевпа Максим Осипов çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçлĕ пулчĕç.
Куславккасен командин çĕнтерĕвĕнче Сергей Моревпа Екатерина Шалашован тÿпи те пур. Пуринчен те çамрăкрах спортсмен Тимофей Баганов та начар мар кăтартусемпе савăнтарчĕ. Çак ачасем пурте хулари 3-мĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Вĕсемпе пĕрле чемпионата тата Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртусене кăçал пуçласа Тĕрлемесри вăтам шкул спортсменĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем призлă вырăнсем йышăнчĕç.
Кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ чемпионат тата Чăваш Енре мала тухмалли ăмăртусем пирĕн командăшăн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. Куславккасем спортăн ку тĕсĕпе хăшпĕр виçере ыттисенчен вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕç.
И. КРАСНОВ,
«Атăл» спорт шкулĕн тренерĕ-преподавателĕ.
Ÿкерчĕк çинче Куславкка округĕн суйласа пухнă команди: Ф. Шурдеев, М. Осипов, Т. Баганов, Е. Шалашова, В. Петрова, У. Мясникова, М. Егоров, С. Морев (сулахайран сылтăмалла).
Декабрь 2025 |
