«Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ номерĕпе паллашăр

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 05.12.2025, 14:48 Просмотров: 15

Унăн хуплашки çинче - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш сассиллĕ паллă юрăç Роза Степанова. Шăпчăк сассипе вăл вăл илемлĕ юрăсем янратать, ĕçчен аллипе хитре те паха эрешсем çыхать. Ку номерте унпа йĕркеленĕ пысăк интервью пичетленнĕ.

Кăларăм Валентин Константинов çырнă «Умра ялкăшать кил çути» ятлă çĕнĕ калавпа уçăлать. Ку автор - паянхи чăваш литературинче сулăмлă сăмах калама пултаракан çыравçăсенчен пĕри. Нумаях мар вĕсем, чăвашла прозăпа хайлакан арçынсем. Чăн литература тĕшшине ăнланса çыракан çак автор пурри савăнтарать.

Журналăн ку номерĕнчи çĕнĕ лайăх хайлавсемпе паллаштаратăп: Нина Артемьеван «Ĕмĕрхи кĕвĕ» ятпа пичетленнĕ çĕнĕ кĕнекинчи сăвă ярăмĕ, Александр Трофимовăн «Пурнăç шăнăрĕ» романĕн сыпăкĕсем, Раман Иринккин «Чараксăр чĕлхе» калавĕ, Любовь Федорован «Хăш йăхран эпир/» поэми.

Репортажсемпе очерксем, интервьюсем те сахал мар ку номерте. «Алтай - тĕрĕксен авалхи çĕршывĕ» ятпа пичетленнĕ интервьюра филологи ăслăхĕсен докторĕ Юрий Исаев Алтай Республикинче кăçал тĕнче шайĕ- нче иккĕмĕш хут иртнĕ анлă конференцие хутшăнни çинчен каласа парать.

Чăваш литературинче эпир халиччен пĕлсех кайман поэтăмăр Роман Иванов пирки çырнă уйрăм очерк та пур. Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕскер, вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă, тыткăна лекнĕ, пысăк нуша курнă пулин те Тăван çĕршыва таврăнма пултарнă. Анчах та учительте кăшт кăна ĕçлеме ĕлкĕрет, НКВД тытăмĕн репресси авăрне кĕрсе ÿкетăна тÿрех персе вĕлереççĕ. Очерк авторĕ - Маргарита Матросова.

Малалла юратнă «Капкăн кĕтесĕ» пурне те кĕтет. Хальхинче вăл нумай кулăшла ÿкерчĕкпе савăнтарĕ вулакансене.

«Тăван Атăл» журнала çырăнма васкăр! Хакĕ çавах.

Л. САЧКОВА,

журнал редакторĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники