Чун витĕр тухнăран чуна хумхантарать

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 01.08.2025, 15:30 Просмотров: 43

Пурлак кукаçи пуянлăхĕ

«Алран алла» ярăмри черетлĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Хальхинче ăна паллă çыравçăн Николай Ишентейĕн повеçне тĕпе хурса «Пурлак кукаçи пуянлăхĕ» ят панă. Мĕнле пуянлăх пирки сăмах пынине çĕнĕ кĕнекене алла тытакансем хăйсемех вуласа пĕлĕç.

Мана вара акă мĕн шухăша ячĕ: чăвашăн пултаруллă çыравçисенчен, тĕпчевçисенчен, ÿнерçисемпе ăсчахĕсенчен нумайăшĕ ялтан тухнă, çити-çитми пурнăçпа пурăнсах малалла туртăннă. Вĕренме май çукран мĕн чухлĕ çыннăн çутçанталăк панă таланчĕ уçăлса çитмесĕрех сÿннĕ пуль тата. «Пурлак кукаçи пуянлăхĕ» повеçри тĕп сăнара Хуммана илер-ха, акă. Пĕчĕк шăллĕпе иккĕшне амаçури амăшĕ хĕл варринче килтен хăваласа кăларса ярать. Хуммана ахальтен пурлака ямасть автор. Каччă шутне те кĕрсе çитеймен ачан çити-çитми пурнăçне пурлак карапа сĕтĕрнĕ пек туртма тивет. Темле нуша витĕр тухсан та çутталла туртăнать вăл: баржа çинче пĕрле ĕçлекен Пачушков пулăшнипе вулама-çырма вĕренет, тăван юрра-кĕвве юратаканскер унранах шăпăр тăвас ăсталăха алла илет. Пачушковĕ хăй картинăсем ÿкерме те ăста иккен, халăх пултарулăхне те пухать. Пурнăçри тĕрĕсмарлăха хирĕç тăраканскер, чăн хушаматпа çÿреймест вăл (ун йышшисем патша саманинче мĕн чухлĕ пулнă пуль). Хăйĕн нумай енлĕ пултарулăхне аталантарма та май çук унăн, татăк çăкăршăн ăçта килчĕ унта вырнаçса хырăмне тăрантарма тивет. Пурпĕрех пуçне усмасть вăл. Хуммашăн çак вăрттăн хушаматлă ÿнерçĕ малалла туртăнма хистекен тĕслĕх пулса тăрать. Хуммара чăвашăн хевти-хăвачĕ сисĕнет.

Хумман ялти ватă старик килĕнче тăрса юлнă шăллĕ пирки автор нумаях каламасть. Çав тери пĕлес килет унăн малалли шăпине. Ашшĕ пур çинчех хăр тăлăх пурăнакан ачана такамсем таçта вĕренме илсе кайнине пĕлсен, вăл та тăван халăхшăн кирлĕ çынах пулса тăрасса шанатăн, авторĕ татса каламан пулин те темшĕн Чĕмпĕр шкулĕ аса килет.

Вулакан ку кăларăмри авторсене пурне те пĕлет. Анатолий Хмыт произведенийĕсемпе те паллашнах пуль. Икĕ çул хушши интернационалла тивĕçе пурнăçланăскерĕн астăвăмне Афганистанри çапăçусем, унта пуç хунă юлташĕсем ĕмĕрлĕ-хех кĕрсе ларнă. Унта юн юхтарнă çыравçă çак темăпа çырмасăр тăма пултараймастех. «Таврăну» калава писатель ĕмĕрлĕх асра юлнă тусне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Николай Максимович Гордеева тата Кундузри 201-мĕш дивизин 783-мĕш уйрăм разведка батальонĕн салтакĕ-сене халалланă.

Калаври героя – Николай Гордеева – Афганистанра та, унтан таврăнсан та тусĕсем Гордей тесе чĕннĕ, хальхи кÿ-ршисем кăна ашшĕ-амăшĕ панă ятпа чĕнеççĕ. Шухăш-кăмăлпа, ăспа, астăвăмпа, туйăмĕсемпе çаплах Афганистанра пурăнать Гордей. Вăхăт çитнĕ пек ĕнтĕ вăрçăран таврăнма... Ун вара кĕлетки кунта, хăй – лере. Юлашки çапăçăва кĕриччен пĕр-пĕринпе тĕл пулмалли куна палăртаççĕ вĕсем, анчах нихăш çул та тĕл пулаймаççĕ. Черетлĕ тĕлпулу кунĕнче Гордей пулла каять, тусĕсене, лере вилнисене, чĕрĕ юлнисене (шел, вĕсем питĕ сахал) – пурне те вăлтасем валеçсе парать, вĕсемпе куç умĕнче тăракан çынсемпе калаçнă пек калаçать. Вилнĕ тесех шутласа пурăннă тусĕ хăй умне чĕррĕн пырса тăни Гордея мирлĕ пурнăçа тавăрать.

Писатель хăй чăтни-тÿснине чун витĕр кăларса çырнăран чуна ыраттармасăр ниепле те вулама çук. Кĕнекене кĕнĕ произведенисем тăван халăхăн иртнĕ ĕмĕрти пурнăçне сăнласа параççĕ, анчах паянхи вулакана та самаях шухăшлаттараççĕ.

Г. МАТВЕЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники