Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк инженерпа унăн амăшĕ ултавçăсене 5 миллион та 300 пин тенкĕ куçарса панă.
Пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче çирĕм тăваттăри инженер патне палламан çын шăнкăравланă, хăйĕнпе сотовăй çыхăну компанийĕн операторĕ тесе паллаштарнă. Вăл ăна сим-карттăн срокне тăсмалла тесе СМСпа килнĕ кода пĕлтерме ыйтнă.
Тепĕр кунхине урăх ултавçăсем «террористсене пулăшнăшăн» ун тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарни çинчен пĕлтернĕ, укçи-тенкине упраса хăварас тесен «çĕнетнĕ счет» çине куçарма сĕннĕ. Тепĕртакран «Роскомнадзорта» ĕçлекен хĕрарăм хушнине пурнăçласа, çамрăк çын хăйĕн укçине пĕтĕмпех урăх счет çине куçарнă, çитменнине тата темиçе çĕрте кредит та илнĕ.
Кунсăр пуçне калаçу вăхăтĕнче ултавçăсем каччăна хăйĕн телефонне 51 çулхи амăшне пама ыйтнă. Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче усал шухăшлă çынсем ăна та «Украинăн Хĕçпăшаллă вăйĕсене (ВСУ) пулăшнăшăн» конфискацилеме пултараççĕ тесе ĕнентернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ултавçăсен серепине лекнĕ çамрăкпа унăн амăшĕ 60 тĕрлĕ счет çине укçа куçарма ĕлкĕрнĕ. Полицире вĕсем палламан çынсем тĕрлĕ схемăпа улталани çинчен илтнĕ пулин те питĕ хăранипе çапла тунă тесе ăнлантарнă.
«Маларах асăннă 5 миллион та 300 пин тенкĕрен 1 миллионне яхăн амăшĕпе ывăлĕн укçи пулнă, ыттисем вара - банксенчен илнĕскерсем, кредит»,- тесе пĕлтереççĕ Чăваш Енри Шалти Ĕçсен министерствин пресс-службинчен.
Ку факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă, преступниксене шыраççĕ.
Право йĕркине сыхлакансем тепĕр хут аса илтереççĕ: ведомствăн чăн-чăн сотрудникĕсем нихăçан та телефонпа шăнкăравласа укçа куçарма е СМСпа ярса панă кода пĕлтерме ыйтмаççĕ.
Январь 2026 |
