Чечек парнелеме шантарнă
Шупашкарта пурăнакан икĕ хĕрарăм чечек парнелессе шанса улталаннă.
45 çулти хĕрарăм патне чечек лавккинчен тесе пĕр çын шăнкăравланă. Вăл ăна пĕр арçын чечек пырса пама ыйтни çинчен каласа ĕнентернĕ те хăçан илсе пырсан меллĕрех пирки шахвăртма пуçланă, смс-çырупа килнĕ кода курьера пĕлтермелле тесе каланă.
Лешĕ арçын каланине ĕненнĕ. Унтан ăна Патшалăх пулăшăвĕн порталне ун ячĕпе такам кĕни çинчен пĕлтернĕ, ултавçăсенчен «сыхланмалли» номере ярса панă. Хĕрарăм çапла вара хăй унччен пухса пынă 100 пин тенкине хăрушсăр счет çине куçаратăп тесе укçасăр тăрса юлнă.
Вунсаккăрти хĕр те çавăн йышши юмах-халапа ĕненсе палламан çынна 200 пин тенкĕ ытла куçарса панă.
Виçĕ тус та улталаннă
Ултавçăсем Шупашкарта пурăнакан виçĕ çынна пĕр харăс шăнман пăрпа лартса янă.
Пĕрне-пĕри лайăх пĕлекен виçĕ тус патне пулăшу ыйтса видеоçыру çитнĕ. Ăна вĕсен пĕлĕшĕ янă. Анчах та тĕрĕссипе лешĕ нимĕн те пĕлтермен иккен, видео искусство интеллекчĕ хатĕрленĕскер пулнă. Унта самантлăх укçа куçарса пама ыйтнă, 2-3 сехетрен каялла тавăрса пама шантарнă.
Суя видеона ĕненсе, туссем 10, 27 тата 28 пиншер тенкĕ куçарса панă. Пĕлĕшĕн аккаунчĕпе ултавçăсем усă курни кайран çеç çиеле тухнă.
Никама та итлемен
Шупашкарти тухтăр, 67 çулти хĕрарăм, ултавçăсене 3 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Ăна полици ĕçченĕсем те, ĕçтешĕсем те, банк сотрудникĕсем те укçа куçармалла мар тесе ÿкĕте кĕртме тăрăшнă. Анчах та вăл никама та итлемен.
Укçа куçарни пирки ывăлне пĕр уйăхран кăна каласа кăтартнă. Кун хыççăн лешĕ çине тăрсах полицие кайма ыйтнă. Хĕрарăм тинех килĕшнĕ.
Акă мĕн пулса иртнĕ: ун патне Пенси фончĕн, Роскомнадзор, ФСБ, Тĕп банк «ĕçченĕсем» пĕр вĕçĕм шăнкăравланă, ултавçăсем унăн укçине Украинăна пулăшма ярасшăн тесе хăратса пĕтернĕ, счет çинчи пухнă укçине тата пĕлĕшĕсенчен кивçен илсе йăлтах «резерв фондне» куçарма хушнă, тесе пĕлтерет Раççей Шалти Ĕçсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийĕ.
Февраль 2026 |
