Тухăç савăнтарать, пÿлмесем тулаççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 12.09.2025, 09:11 Просмотров: 24

DSC 4855

Лайăх çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ пирĕн округра 40 центнер шайĕнче, ку вăл пĕлтĕрхинчен самаях пысăк.

«Вырмана вăхăтра вĕçлеме пире уяр çанталăк кăна кирлĕ,- терĕ хамăр округри чи пысăк хресчен ?фермер% хуçалăхĕн ертÿçи Иван Семенов. - Тĕштырă пирки калас-тăк, пĕрчĕллĕ культурăсене халлĕхе эпир 2 пин гектар лаптăкра çапса илтĕмĕр, 11 пин тонна çĕнĕ тырă хутăмăр ангара. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, кĕрхи тулă тухăçĕ кăçал вăтамран пĕр гектартан 60 центнер тухрĕ, пăрçа – 50-55. Çурхи тулă та аван çитĕннĕ - пĕр гектартан 40-45 центнер тухрĕ».

«ЭнежЪ» КФХ уй-хирĕсенче кашни кун 8 «хир карапĕ» ĕçлет, çĕнĕ тырра уйран йĕтем çине виçĕ КамАЗпа тата 20-шер тонна кĕрекен икĕ пысăк тракторпа турттараççĕ.Çав хушăрах хăяр та пухаççĕ, купăста та касаççĕ, кĕрхи тырă та акаççĕ. Халлĕхе ăна 1300 гектар акма ĕлкĕрнĕ. Май килсен кăçал кĕрхи культурăсене 3000-3500 гектара çити акса хăварасшăн. Çакна Иван Васильевич çуркунне çанталăк тĕрлĕрен килнипе ăнлантарса парать. Кăçал, акă, час-часах вăйлă çумăр çурĕ. Енчен те вырмана тухсан малтанхи кунсенче «ЭнежЪ» КФХ ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене 1400 гектар лаптăкра çулса тĕшĕленĕ пулсан, çумăрсем вăхăтĕнче 300-400 гектар кăна вырса илме пултарнă.

Халĕ те ĕç кал-кал пырать. Уя 10-11 сехетре тухаççĕ те сывлăм ÿксен кăна каялла кĕреççĕ. Иван Васильевич каланă тăрăх, кунсерен 100-150 гектар вырса илсен те аван. Пĕрчĕллĕ культурăсене тепĕр 1500 гектара яхăн лаптăкра çулса тĕшĕлемелле.

Хуçалăхра пурнăçламалли тата тепĕр пысăк ĕç - çĕрулми кăларасси. Вăл 150 гектар йышăнать. Малтанлăха палăртнă тăрăх, тухăç пĕлтĕрхинчен кăшт начартарах. Иван Семенов çакна Карач тăрăхĕнче пăр çапса кайнипе, хушăран хушă вăйлă çумăр çунипе те ăнлантарать. «Нÿрĕк тăпрара ытлашши пухăннине пула çĕрулми авăрĕ кăçал хăвăрт сарăхса кайрĕ, вăл йĕркеллĕ ÿсме ĕлкĕреймерĕ темелле. Çавăнпа ăна пĕтĕмпех комбайнпа кăларса пухасшăн та ангара хурасшăн, кăштах типшĕрсен суйлама тытăнасшăн», - терĕ çамрăк пулин те нумай опыт пухма ĕлкĕрнĕ ертÿçĕ.

Маларах асăннăччĕ ĕнтĕ, çак кунсенче «ЭнежЪ» КФХ уйĕсенче хăяр татаççĕ, ăна çуса тăварлаççĕ, купăста касаççĕ. Купăста уйĕнче кунсерен 50 çын тăрăшать, хăяр çинче - 60 çын патнелле. Кунсăр пуçне механизаторсемпе водительсем те, ытти ĕçе тăвакансем те нумай - пурĕ 150 çынна яхăн вăй хурать хуçалăхра.

Нумай çулранпа ĕçлекенсем çинчен каласа пама ыйтсан, Иван Васильевич çапла хуравларĕ: «Механизаторсене илес пулсассăн, пурте тăрăшса вăй хураççĕ, никама та уйрăммăн палăртса хăварма çук. Пирĕн патра 20 ытла механизатор ĕçлет. Команда вăйлă. Водительсем те питĕ хастар. Кашни кун çынсене кайса илеççĕ, каялла ăсатаççĕ, уйра ĕçлекенсем валли вĕри апат илсе пыраççĕ е çунтармалли-сĕ- рмелли материалсем, тĕрлĕ груз турттараççĕ...»

Эпир сăмахланă хушăра çĕнĕ те капмар ангар патĕнче купăста тиенĕ пĕр пысăк машина килсе чарăнчĕ. Сăмах май каласан, хуçалăх территорине кĕмелли çул çинче пысăк тиевлĕ фурăсем тăнине те асăрхарăмăр. Çавăнпа çĕнĕ тухăçа ăçта ăсатассипе интереслентĕмĕр.

- Купăстана ытларах Хусана, Елабугăна, Кстов хулине ăсататпăр, 70 процент таран унта каять, тепĕр 30 проценчĕ - Екатеринбург, Пермь, Уфа, Самара, Киров, Мускав, Саратов, Волгоград хулисенчи «Пятерочка», «Магнит», «Чижик», «Перекресток» ятлă суту-илÿ сечĕсен магазинĕ-сене. Кăçал çак пахчаçимĕçе 113 гектар çинче ÿстертĕмĕр. Паянхи куна 35 гектар лаптăкра касрăмăр. Купăста пирĕн патра питĕ аван çитĕнчĕ, хăшпĕр пуç вăтамран виçĕ килограмм ытла та таять. Сетевой магазинсем вара чи нумаййи 4 килограмм çурă таяканнисене кăна илеççĕ. Çавăнпа эпир çывăх вăхăтра тăрăшсах купăста ытларах касма тытăнасшăн. Ытлашши ÿс- се кайиччен. Октябрь уйăхĕ вĕçлениччен ăна лаптăкăн çурринче ?е ытларах та% касса сутма палăртнă»,- ăнлантарать Иван Семенов.

Зоя Павлова тĕп агроном каланă тăрăх, пĕлтĕр купăста лаптăкĕ 80 гектар йышăннă, икĕ çул каялла - 70, ун умĕнхи çулсенче - 55. Кăçал вара унăн лаптăкĕ икĕ хут нумайрах. Малашне 113-115 гектар çинче кăна туса илесшĕн. Халлĕхе ăна заказсем йышăннăçемĕн çеç тăварласа сутаççĕ.

Зоя Геннадиевнăпа Иван Васильевич калаçу вăхăтĕнче теплицăсен шучĕ вăтăр пĕррене çитнине те асăнчĕç. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть,çулсерен улшăнса пырать. «ЭнежЪ» КФХра та çавăн пекех. Кăçал пĕрремĕш хут унта теплицăсене газпа ăшăтма пуçланă. Çакă вĕсен ĕçне самаях çăмăллатнă, мĕншĕн тесен ытти çулсенче, дизельнăй тупăсемпе ăшăтнă чухне, вĕсем хушăран хушă сÿнсе ларнипе теплицăсенче калчасем шăнса кайма пултарнă. Халĕ вара кун пек хăрушлăх çук, çавăнпа малашне теплицăсен шутне татах та ÿстересси пирки калаçаççĕ хуçалăхра. Çавна май И. Семенова тата хăшпĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.

- Иван Васильевич, калăр-ха, тархасшăн, Чăваш Республикинче сирĕн пек пысăк лаптăксенче ĕçлекен, пахчаçимĕç туса илекен хуçалăхсем пур-и/

- Пахчаçимĕç ÿстерекенсем пур, анчах та пирĕн пек купăста, хăяр, калча ÿстерекенсем тата пахчаçимĕçе уй-хиртен тиесе янипе пĕрлех продукцие хамăр патрах тирпейлесе сутакансем сахал, çукрах тесен те юрать. Калча ÿстерсе халăха, тĕрлĕ хуçалăхсене тивĕçтерекенсем те питĕ сахал. Паянхи куна хамăр республикăра кăна мар, çывăхри регионсенчи пысăк хуласенче те 48-50 теплица-павильон таран ĕçлет. Çавăн пекех Чăваш Енри кашни округра пĕрер, Çĕрпÿпе Çĕнĕ Шупашкарта - икшер, Шупашкарта 4-5 суту-илÿ вырăнĕ пур. Пахчаçимĕç, тĕрлĕ чечек калчисене апрелĕн 20-25-мĕшĕсенче сутма тытăнатпăр та май уйăхĕнче сутса пĕтеретпĕр. Унашкал ĕçлекенсем эпир кăна.

Хăяр ÿстерекенсем те пур. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Александр Леонтьев фермера пĕлетĕп, вăл ăна 2 гектар çурă лаптăкра туса илет. Пирĕн хуçалăхра вара хăяр паян 18 гектара çитрĕ, ун лаптăкне малашне текех ÿстерме шутламастпăр, мĕншĕн тесен пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçламалла. Хăяра эпир чĕрĕлле те, тăварласа та сутатпăр. Майлă самантпа усă курса, Зоя Геннадиевна тĕп агронома ырăпа асăнса хăварасшăн. Кăçал çанталăк çак пахчаçимĕçе ÿстерме питех меллĕ пулмарĕ пулин те, тухăç 1 тонна ытла пулчĕ, эпир хăяр пĕлтĕрхи чухлех пухса илтĕмĕр.

Çитменнине тата халĕ мĕнпур технологие пăхăнса ĕçлетпĕр. Зоя Геннадиевна нумай пулмасть ятарлă курссенче вĕренсе килчĕ, тĕрлĕ удобрени - фосфор, кали, азот - мĕнле çимĕçе мĕн чухлĕ памаллине лайăх пĕлсе тăрать. Пирĕн хăяра ытларах тăварлама туянаççĕ, мĕншĕн тесен теплицăра ÿстерни тăварлама меллех мар. Çавăнпа пирĕн хăяра ытларах продукци тирпейлекен предприятисем туянаççĕ, ырлаççĕ.

Хуçалăх ертÿçипе Иван Семеновпа тĕп агрономĕ Зоя Павлова уйрăлас умĕн пире купăстана тасатса суту-илÿ магазинĕсене ăсатма хатĕрлекен цеха кĕрсе тухса сĕнчĕç. Ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă сĕтелсем çинче пĕрешкел виçеллĕ купăста пуçĕсем выртаççĕ. Тасатса çитерсенех хĕрарăмсем вĕсене тепĕр сĕтел çине куçарса хураççĕ. Арçынсем сеткăсене купăстана тултарма тытăнаççĕ, çав хушăрах ал айĕнчи тарасана сăнаççĕ - вĕсен виçи 25 килограмран ытла пулмалла мар. Вара тепĕр команда купăста пуçĕсене 24-шар сетка илсе ятарлă пленкăпа чĕркесе тухать. Унтан карăпа фурăна тиеме тытăнаççĕ. Сеткăсем çине çак продукцие ăçта тата хăçан туса илнине кăтартакан хут çыпăçтарса хураççĕ. Çакăн пек майпа сетевой магазинсене ăсатаççĕ.

Иван Семенов каланă тăрăх, сетевой магазинсемпе тĕпрен илсен Радик Солдатов ăнăçлă ĕçлет. Вăл тăрăшнипех халĕ уйăхне 700-800 тонна çĕнĕ тухăç сутаççĕ. Сахалтан та 23 фура таран тиесе яраççĕ. Пĕр фурăна 18-19 тонна пахчаçимĕç кĕрет.

Иван Васильевич çавăн пекех çак цехри Владимир Данилов, Сергей Якимов, Сергей Иванов полиэтиленпа çулталăкне 7-8 пин тонна таран купăста чĕркени çинчен каларĕ. Вĕсем чăннипех те питĕ çаврăнăçуллă пулнине, тăрăшса ĕçленине эпир хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Алексей Ларионов вара халăхра «кара» тесе калакан автопогрузчик çинчен кунĕпе те анма пĕлмест. Тулли автомашина килсе чарăнсанах, вăл ангара купăста тултарнă контейнерсем илсе кĕрет, вĕсене пушатать, ятарлă хатĕр çине тасатса пленкăпа чĕркесе хунă купăстана çĕклесе илет те кирлĕ вырăна кайса хурать. Пĕр сăмахпа, ырми-канми ĕçлет.

Хуçалăх ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх, кунта пурте тăрăшуллă, пĕрне мухтаса тепĕрне хурлама çук. Çапла пулмалла та ĕнтĕ пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлекен туслă коллективра.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники