Куславккаран инçех мар республикипе паллă питĕ илемлĕ вырăн пур. Халăхра ăна «Птичий полет» е «Кайăк вĕçевĕ» тесе калаççĕ.
Мĕнпе илĕртет-ха вăл куславккасене тата вĕсен хăнисене, туристсене? Пĕрремĕшĕнчен, ку вырăн Атăл шывĕн шайĕнчен 200 метра яхăн çÿлте вырнаçнă. Иккĕмĕшĕнчен, сăрт çинчен пурте ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать: анлă Атăла юхса кĕрекен Энĕш, илемлĕ утравсемпе шыв илекен çарансем... Пурте килĕштерекен «Птичий полет» аслă юханшывăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă, тепĕр енче вара Марий Эл Республикин хыр вăрманĕсем кашласа лараççĕ. Волжск хули те курăнать.
Юлашки çулсенче унта туристсем те йышлă чарăнма пуçларĕç. Вĕсем кунта вырнаçтарнă чуччупа хаваспах ярăнаççĕ, Атăл тăрăх хăпаракан пăрахутсемпе пулă тытма юратакансен киммисене нумайччен сăнаса тăма юратаççĕ. Çав чуччу çинче вырăссен паллă писателĕн Лев Николаевич Толстойăн сăмахĕсене çырса хунă: «Çутçанталăка юратмасан Тăван çĕршыва та юратма çук». Питĕ вырăнлă сăмахсем.
Анчах та çак сăрт çине çутçанталăк ырлăхĕпе киленме пыракансем хушшинче çын ĕçне хисеплеме пĕлменнисем тĕл пулаççĕ. Вĕсем пĕрле илсе килнĕ, усă курнă пластик савăтсемпе стакансене, пушă хутаçсене ăçта кирлĕ унта пăрахса хăвараççĕ. «Птичий полет» лаптăкран Чăваш Республикипе Раççейĕн тĕп хулисене Шупашкарпа Мускава тата ытти çĕре çитме миçе çухрăм пулнине çырса палăртнă Çĕр чăмăрĕн ăшĕнче те, ун таврашĕнче те выртаççĕ вĕсем. Çав хушăрах палăртас пулать, çÿп-çап пăрахма çул хĕрринчех ятарлă контейнер вырнаçтарнă.
Ыйтас килет: çак вырăнти тирпейлĕхпе йĕркелĕхшĕн кам та пулин яваплă-ши? Пăхса тăмасан, хамăр хыççăн пĕрехмай вараласа хăварсан пурте киленекен илемлĕ кĕтес те часах çÿп-çап ăшне путма пултарĕ.
Май килнипе усă курса тата тепĕр ыйту парас тетĕп: туристсем йышлă çÿрекен çак илемлĕ вырăнта нивушлĕ туалет лартма çук? Нуша çитсен çулла, çуркунне тата кĕркунне çывăхри йывăçсемпе тĕмсем е вăрман патне кайса килме пулать-ха, анчах та хĕл кунĕсенче чĕркуç таран юра ашса ăçта кайăн?
В. СМИРНОВА.
Декабрь 2025 |
