Куславкка районĕнчи «Ялав» («Знамя») хаçат 1931 çултанпа тухса тăрать. Çак тапхăрта унăн ячĕ те, формачĕ те пĕрре çеç мар улшăннă, халăх шухăш-кăмăлне сăнласа паракан статьясемпе хыпарсен темисем те чылай уйрăлса тăраççĕ.
Эпир вуншар çул каялла район хаçачĕн Çĕнĕ çулхи кăларăмĕ-сенче мĕн çинчен каласа панине тишкерсе тухас терĕмĕр.
1970 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕ
Хаçатăн çак номерĕнче «Хула тата район тăрăх» рубрикăпа 5 хыпар пичетленнĕ. «Плана ытлашшипех тултарнă» ят панинче, тĕслĕхрен, çапла пĕлтернĕ: «Социализмла ăмăртăва хутшăнса, райпон Энтри Пасарĕ-нчи столовăйĕн коллективĕ пилĕк çулхи плана октябрĕн 15-мĕшĕнчех тултарнă. Çак кунсенче коллектив кулинари изделийĕсем пĕçерсе кăлармалли пилĕкçуллăх заданине те срокчен пурнăçланă.
Обществăлла апатлану планне тултарас тĕлĕшпе кăçал та начар мар ĕçлеççĕ кунта. Пĕтĕмĕшле калăпăша илес пулсан, 11 уйăхри задание коллектив 108,2 процент пурнăçланă».
З. Петрова çырнă «Çынсене савăнăç парнелет» материалта районти çыхăну узелĕнче ĕçлекенсем çинчен сăмах пырать. Унта çапла каланă: «Районти çыхăну узелĕн коллективĕнче ?ертÿçи А. Питиримова% 43 çынна «Социализмла ĕç ударникĕ» хисеплĕ ят панă. Вĕсен йышĕнче Агриппина Никитична Герасимова телефонистка та пур. Вăл хăйĕн квалификацине ÿстерессишĕн нумай тăрăшать. Телефонистка специальноçĕсĕр пуçне телеграфистка профессине те хăвăртах алла илнĕ. Кирлĕ пулсан телеграф çинчи дежурнăя та улăштарма пултарать.
-Тата та лайăхрах ĕçлес, çынсене ытларах савăнăç парнелес килет, - тет сăпайлă ĕçчен».
Тепĕр хыпарĕ те ырăскер. Унта «Ялав» хаçатăн корреспонденчĕ А. Какорлатов хамăр районти Госстрах инспекцийĕн коллективĕ КПССăн ХХV съездне чыслăн кĕтсе илес тесе пысăк çитĕнÿсем туни çинчен çырса кăтартнă. «Çак кунсенче телеграфпа районти инспекцине ырă хыпар çитернĕ, коллектив декабрĕн 16-мĕшĕнче пилĕк çулхи плана тултарнă», - тенĕ.
Тепĕр çĕнĕ хыпарне вара пирĕн штатра тăман корреспондентсенчен пĕри В.Перов çырса янă, «Çамрăк мăшăра - телей!» ятлă вăл. Унта пĕлтернĕ тăрăх, Иван Фадеевич Егоров «Родина» совхозра тĕп бухгалтер пулса ĕçлет. Мария Александровна Ванюшова вара çак хуçалăхрах рабочком председателĕ шутланать.
«Нумай пулмасть вĕсен пурнăçĕнче асра юлмалли кун пулса иртрĕ,- çырать автор. - Вĕсем пĕр çемьене пĕрлешрĕç. Кунер ял Совечĕн ĕçтăвкомĕн секретарĕ А. Сергеева çамрăк мăшăра савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ хыççăн пурнăçра телей тата кулленхи ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ. Пĕр çемьене пĕрлешнĕ ятпа вĕсене çавăн пекех вырăнти ял Совечĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Н. Родионов, «Родина» совхозăн партком секретарĕ М. Петухов, тăванĕсемпе тус-юлташĕ- сем ăшшăн саламларĕç. Хăнасем çамрăк мăшăра парнесем пачĕç».
1980 çул
Çĕнĕ çул умĕнхи номер декабрĕн 27-мĕшĕнче тухнă. Унта пичетленнĕ хыпарсене те пĕлме интереслĕ. Тĕслĕхрен, А. Степанова Шăнчасра «Вĕсем пире пурăнма чăрмантараççĕ» ятпа калаçу журналĕ иртни çинчен çырса янă. Сăмах эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсем çинчен пырать.
«Ĕçкĕçсене хирĕç кĕрешесси пирки залра ларакансем умĕнче юлташла суд председателĕ М. Михайлов, йĕркелĕхе сыхлакан обществăлла пункт членĕ А. Кугушева, вырăнти медсестра Л. Миронова тухса калаçрĕç. Л. Хмельникова библиотекарь вулавăш çуртĕнче алкоголизм сиенĕ тата ăна хирĕç кĕрешесси çинчен пичетленĕ кĕнекесене тишкерсе тухрĕ. Юлашинчен концерт пулчĕ»,- тенĕ автор.
«Нумай пулмасть Аманик ялĕнче халăх тăрăшнипе шыв ăсма çÿрекен тарасана юсарĕç. «Волга» совхозри рабочисем А. Манешов, В.Ромашкин, В. Шанков, А. Козлов, И. Воробьев, Н. Спиридонов тата ыттисем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Ялта пурăнакансем вĕсене тав тăваççĕ», - тесе пĕлтернĕ М. Иванов.
1995 çул
Çĕнĕ çулхи номер декабрĕн 30-мĕшĕнче, шăматкун кун çути курнă. Пĕрремĕш страницăра Ю. Ванюков корреспондент 1995 çул мĕнпе асра юлни çинчен хулара тата районта пурăнакансенчен ыйтса пĕлнине пичетленĕ. Хуравĕ-сем тĕрлĕрен: пĕрисем иртсе кайнă çулталăк юратнă çынпа тĕл пулнипе, качча тухнипе, теприсем автомашина туяннипе, килĕшекен ĕçе вырнаçнипе тата ыттипе те асра юласси çинчен пĕлтернĕ. Тепри вара патшалăхран 4-5 миллион тенкĕ таран ссуда илме, хăйĕн ĕçне пуçарса яма ĕмĕтленет иккен. Иккĕмĕш страницăра И. Русина илнĕ интервьюра каланă пек, пурте ыррине, çĕнĕ çул киввинчен лайăхрах пуласса шаннине пĕлтереççĕ.
Ку номерте те вулакансене савăнтармалли хыпарсем сахал мар. Хаçатпа тĕплĕнрех паллашнă май вулакансем «Мускаври «НТВ» каналăн передачисене çак çултан пуçласа Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти телекуравçăсем кăна мар, куславккасем те курма пултарни çинчен пĕлме пултараççĕ. «Ку программа эфирпа кабель сечĕн абоненчĕсем валли каçхине 6 сехет хыççăн ĕçлеме тытăнать», - тенĕ юлашкинчен.
Тепринче вара Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Куславккари «Агропромхимия» муниципаллă предприяти директорĕ И. Кудяков тата профком председателĕ А. Албутов кунта ĕçлекен 36 çынна предприятин çĕнĕ 60 хваттерлĕ çуртĕнче пурăнма савăнăçлă лару-тăрура ордерсем пани çинчен пĕлтернĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, кашни çул мĕн те пулин ыррипе асра юлать. Вăхăт иртнĕçемĕн юбилейсем те çывхараççĕ: çынсен пурнăçĕнче, округ (район) пурнăçĕнче, историре... 2026 çул Куславкка район хаçачĕшĕн те юбилейлă çул пулĕ, ноябрĕн 7-мĕшĕнче ăна кăларма пуçланăранпа 95 çул çитĕ. Паян вара вулакансен аллинче район хаçачĕн кăçалхи юлашки номерĕ. Унăн пĕрремĕш кăларăмĕ январĕн 16-мĕшĕнче пичетленсе тухĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Декабрь 2025 |
