Республикăри наци библиотекине йĕркеленĕренпе 155 çул çитнĕ ятпа Энтри Пасарĕнчи вулавăшра нумай пулмасть чăваш писателĕсемпе тĕлпулу иртрĕ.
Çакнашкал мероприятисене вулакансем чăтайми кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче хăйсен шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсене уçса пама пĕлекен çынсемпе паллашма пулать. Тĕлпулусене хăшпĕр чухне театр искусствин ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ. Иртнĕ эрнере, тĕслĕхрен, çак хăйне евĕрлĕ уява Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта 5-7-мĕш классенче вĕренекенсемпе пĕрле библиотекăпа туслă çыхăну тытакансем хутшăнчĕç. Пирĕн пата чăваш литературипе театр искусствинче палăрнă журналист, хальхи чăваш литературинчи сумлă автор Николай Максимов, совет тата Раççей культурин ĕçченĕ, Чăваш Ен халăх поэчĕ Светлана Асамат, чăваш писателĕ, педагогĕ Раиса Воробьева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Сергеев килсе çитрĕç.
Чаплă хăнасене Энтри Пасар территори пайĕн ертÿçи Альбина Турганова ăшшăн кĕтсе илчĕ. Тĕлпулăва наци литературипе библиографи пайĕн, «Чăваш кĕнеки» центр заведующийĕ Галина Соловьева ертсе пычĕ. Вăл Чăваш Республикин Наци библиотеки - регионăн культурăпа çутĕçĕн тĕп центрĕ çинчен каласа пачĕ. «Чăваш Енĕн культурăри еткерлĕхĕ» порталĕ, Наци библиотекин электронлă никĕсĕ çинче те чарăнса тăчĕ.
Писательсем вара хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Николай Максимов «Майра патша парни» ятлă историлле романĕнчи тĕп шухăшсене илсе кăтартрĕ, ку вăл Пугачев пăлхавĕ пирки чăвашла тĕрĕс çырнă пĕрремĕш роман пулнине палăртрĕ. Совет Союзĕнче 1920 çул вĕçленеспе - 1930 çул пуçланнă тĕле пулса иртнĕ пулăмсене (коллективизаципе индустрилизацине) халалласа Н. Максимов «Камаево поле» роман çырса кăларнă. Вăл библиотекăна «Монумент редиски. Редиска монуменчĕ» кулăш кĕнеки парнелерĕ.
Çак кун Светлана Асамат хăйĕн чăвашла сăввисене уйрăмах мăнаçлăн вуларĕ. Вĕсенче вăл хăйĕн тăван халăхĕн, чăваш чĕлхин шăпишĕн пăшăрханнине, Тăван çĕршыва чунтан юратнине çырса кăтартнă. Светлана Васильевна шăхличпе илемлĕ кĕвĕ янăратни вара тĕлпулăва хутшăннисене чăннипех те тĕлĕнтерчĕ.
Раиса Воробьева хăй юлашки çулсенче çырнă «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки», «Асамлă вăрманта. В волшебном лесу», «Лера теттисем. Игрушки Леры» кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Автор вĕсенчи хăшпĕр сăвăсене вуласа панине ачасем те, çитĕннĕ çынсем те интересленсе итлерĕç. «Çутă ĕмĕтсем. Светлые мечты» кĕнекине вăл библиотекăна парнелерĕ.
Тĕлпулăва хутшăннă тепĕр чаплă хăна - Наци радиовĕнче анлă сарăлнă «Кулăш лаççи» передачăна ертсе пыраканĕ, Çамрăк куракан театрĕн кулăш ăсти тата актерĕ Виталий Сергеев. Вăл кулăшла кĕске калавсем, юптарусем каласа кăтартнă хыççăн пурте чылайччен алă çупрĕç.
Хăнасем шкулта вĕренекенсене тăван чăваш чĕлхине хисеплеме, йăхташсене асра тытма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине малалла тăсма, çуралнă кĕтеспе мăнаçланма сунчĕç. Асăннă мероприяти тĕлне вулавăшра ятарласа «Илемлĕ сăмах ăстисем» ятпа кĕнекесен выставкине йĕркеленĕччĕ. Тĕлпулу питĕ интереслĕ иртрĕ.
Л. ШИКАРЕВА.
Апрель 2026 |
