Çанталăк кунсерен тенĕ пек ăшăтса пырать. Сисмĕпĕр те, çурхи ейÿ пуçланĕ. Уй-хирте выртакан юр часах ирĕлме пултарассине шута илсе, Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсен хуçисене юр тытса хăварни тăпрари нÿрĕке ытларах сыхласа хăварма май панине аса илтерет.
Çак мероприятин пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк, мĕншĕн тесен çуркунне юр хăвăрт ирĕлнипе пулакан нÿрĕк тÿрех çĕр айне анса каять. Вăл тăпрана тата пулас тухăçа усă кÿтĕр тесен, уйра юр ытларах тытса хăвармалла. Çапла тусан юр пур çĕрте те пĕр пек юрĕлмест, нÿрĕк те ÿсентăрансене нумайрах лекет. Кунсăр пуçне тата уйра юр чылай пулни кĕрхи культурăсене шăнасран сыхлать. Çил вĕрнĕ тата çанталăк сивĕтсе пынă май пĕр эрнерех юр сийĕ хытать. Çав хытă купасемпе ахаль юра пĕр рете пухса хурсан, ăна çил-тăман вырăнтан хускатаймасть.
Кăçал юр питĕ сахал çунăран агротехникăри çак мелпе усă курсан питĕ аванччĕ, тесе пĕлтерет Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ.
Март 2025 |