Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ çак çул пуçланнăранпа Узбекистанран пирĕн региона 2 миллион ытла инкубаци çăмарти турттарса килнине шута илнĕ.
Ветеринари тĕрĕслевĕ çак продукци Раççейĕн мĕнпур требованине тивĕçтернине çирĕ-плетсе панă. Уйрăммăн илсен, кăçал апрелĕн 3-мĕшĕнче Узбекистанран автотранспортпа илсе çитернĕ 288 пин штук чăх çăмартине тĕрĕсленĕ. Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕ çăмарта курупкисем ванманнине, тĕрĕс-тĕкел пулнине, маркировкăпа килĕшсе тăнине çирĕплетнĕ. Çитменнине тата ветеринари сертификачĕ те йĕркеллĕ пулнă. Таможньăра тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн çăмартана документра кăтартнă адреспа ăсатнă.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ экспортпа çыхăннă ĕç-пуçа пурнăçланă май çак çул пуçланнăранпа Чăваш Ен территорийĕнче 75 хутчен сĕт-çу, аш-какай продукцийĕ, выльăх апачĕ (пĕтĕмпе 1,6 пин тонна ытла) урăх çĕршывсене ăсатнине тĕрĕслесе тăнă.
Уйрăммăн илсен, Китая 1,5 пин тонна бройлер чăх чĕппин шăнтнă урисене, Казахстана 48,5 тонна ĕне ашĕ, 41 тонна сĕт-çу продукцийĕ (мороженăй, сĕт, лайăх пастеризациленĕ хăймаллă сĕт) тата чăх-чĕп валли 20 тонна комбикорм ăсатнă.
Ют çĕршыв валли хатĕрленĕ кашни продукци тĕлĕшпе ятарлă документсем тăратнă. Лабораторире ирттернĕ тĕпчевсем чикĕ леш енне ăсатакан продукци ветеринари правилисене тивĕçтернине çирĕплетсе панă.
С. УТЯШЕВА.
Апрель 2025 |