Чăваш Енри ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕлтĕр çĕр пулăхлăхне ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсем иртнĕ çул 26,7 пин тонна минераллă удобрени туяннă, региона кирлĕ шая тÿрех 14 процент чухлĕ ÿстернĕ. Çакă вырма вăхăтĕ- нчи кăтартусене те лайăхлатма пулăшнă.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн тĕштырă 1 миллион тонна ытларах туса илнĕ. Уйрăм культурăсен кăтартăвĕсем палăрмаллах ÿснĕ: çулталăк маларах 1 гектартан 65 центнер кукуруза туса илнĕ пулсан, пĕлтĕр вара - 90 центнер, пăрçа - унчченхи 20 центнер вырăнне 34 центнера яхăн. Сахăр кăшманĕн тухăçĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Çак ÿсĕме патшалăх тăтăшах тата тĕллевлĕ пулăшса пынипе ăнлантарса пама пулать. 2025 çулта тĕрлĕ пулăшусемпе 53 ялхуçалăх предприятийĕ усă курнă, субсидисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 42 миллионран иртнĕ. Вăхăтра йышăннă мерăсем хуçалăхсене çĕнĕ йышши технологисемпе тĕллевлĕ- рех усă курма хавхалантараççĕ.
Умра - çĕнĕ тĕллевсем. 2026 çулта минераллă удобренисем туянма уйăракан патшалăх пулăшăвĕн калăпăшне виçĕ хута яхăн - 118 миллион тенкĕ таран ÿстерме палăртнă. Çакă тырпул тухăçне татах та ÿстерме, регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕ-плетме май парасси куçкĕретех.
Январь 2026 |
