Апачĕ тутлă пултăр!

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.04.2026, 13:45 Просмотров: 31

IMG 20260426 211637 655 1

Апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Чăваш Ен тутлă çиме юратакансене, авалтан пыракан ырă йăла-йĕркене тытса пыракансене ăшă кăмăлпа йышăнчĕ.

«Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра «Чăваш апачĕ» фестиваль иртрĕ. Вăл, «Чăваш апачĕ - пĕр сĕтел тавра» ятпа йĕркеленĕскер, уявăн тĕп шухăшне лайăх уçса пачĕ: наци кухнин пуянлăхĕпе халăх тараватлăхне тĕпе хурса çынсене пĕрлештерчĕ.

Куславкка округĕн чысне унта хулари Н.И. Лобачевский ячĕллĕ Музей-çурт специалисчĕ Олеся Мухамедзянова хÿтĕлерĕ. Вăл хăнасене чăвашсен авалтан пыракан ырă йăли-йĕркипе - çăкăр-тăварпа ?кăпăшка та тутлă шăршлă çавра çăкăрпа% кĕтсе илчĕ. Конкурс-экскурсие «Куславкка çăкăрĕн вăрттăнлăхĕсем» тесе ят панăччĕ. Олеся Валерьевна пирĕн хăтлă та илемлĕ кĕтеспе паллашма сĕнчĕ, Куславккан мухтавлă историйĕ çинчен те каласа кăтартрĕ. XIX ĕмĕрте тутлă шăршлă çăкăр тиенĕ пиншер лавпа Атăл тăрăх çÿренĕ, тавар туянакансене ярмăрккасенче савăнтарнă.

Пирĕн хулара халĕ «На Бугре» пекарньăра (унăн хуçи - Л. Агниашвили уйрăм предприниматель) пĕçернĕ çăкăра халăх савăнсах туянать. Олеся Валерьевна пĕлтернĕ тăрăх, сире мĕнле çăкăр ытларах килĕшет тесе ыйтсан, хуравĕ яланах пĕрре: «Бугорта» пĕçерни». Куславккасем ăна мĕн пĕчĕкрен çисе ÿсеççĕ, çавăнпа урăх нимĕнле çăкăрпа та улăштармаççĕ.

О. Мухамедзянова хăнасене çавăн пекех Куславкка тăрăхĕнче тутлă апат-çимĕç туса кăларакан ытти ăстаçăсемпе те паллаштарчĕ.

«Чăваш апачĕ - 2026» наци кухнин фестивалĕ поварсемпе барменсем, экскурсоводсемпе гидсем хушшинче професси конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртма май пачĕ. Тĕрлĕ номинацисенче наградăсем илессишĕн 46 специалист тупăшрĕ. Палăртма кăмăллă, экскурсоводсемпе гидсем хушшинче иртнĕ «Туризм тата гастрономи» номинацире Куславккари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ Музей-çуртра ĕçлекен Олеся Мухамедзянова çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Шкул ачисем хушшинче вара пирĕн муниципаллă округри Мария Казакова «Манăн асаннен рецепчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники