Раççей Социаллă фончĕ «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртекен амăш капиталĕн программи тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшать.
Амăш капиталĕпе пуринчен те ытларах усă куракан тĕллевсенчен пĕри - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курни. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 1525 çемье хваттер е çурт туянма 1 022 509, 15 пин тенкĕ тăкакланă.
Анлă усă куракан тепĕр тĕллев - амăш капиталĕн шучĕпе ачасене вĕрентни. Çак сертификатпа шкул çулчченхи учрежденисенчен пуçласа аслă вĕренÿ заведенийĕсем таранах (ача миçе çултине пăхмасăр) вĕренÿри тăкаксене саплаштарма пулать: ача садне, тавракурăма анлăлатмалли занятисене, сывлăха çирĕплетмелли секцисемпе кружоксене çÿренĕшĕн, аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленнĕшĕн тата вĕреннĕшĕн... Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ кун валли 22 866,04 пин тенкĕ куçарса панă.
Амăш капиталĕн укçипе пĕтĕмпех пĕр тĕллевпе (сăмахран, ипотека тÿлеме) е темиçе тĕллевпе тĕрлĕ суммăпа (ача сачĕшĕн, çемьери 3 çула çитмен ачасемшĕн тÿ-леме...) усă курма пулать.
Амăш капиталĕ шучĕпе панă, анчах усă курмасăр юлнă укçана, 10 пин тенкĕрен кая пулсан, пĕр вăхăтлăх тÿлев пек илме пулать.
Аса илтеретпĕр: амăш капиталĕн сертификатне электронлă майпа çырса хатĕрлеççĕ. Ача çуралнă хыççăнах вăл «Патшалăх пулăшăвĕнчи» ашшĕ-амăшĕн ĕç пÿлĕмне (уйрăм кабинетне) лекет. Укçа-тенкĕпе мĕнле усă курассине палăртса заявлени çырмалла пулать.
Э. МАКАРОВА,
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-службин тĕп специалисчĕ-эксперчĕ.
Апрель 2026 |
