
Республикăра иртнĕ августри конференцире вĕрентÿ сферинче тата ачасене воспитани парас енĕпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçлекен педагогсене чысланă.
Унта Куснарти вăтам шкулти историпе обществознани учителĕ Ольга Петровна Алендеева пысăк хисепе тивĕçнĕ. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ăна Раççей Федерацийĕн Çÿтĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Ольга Петровна Куснар шкулĕ-нче 1987 çултанпа ĕçлет. Çак тапхăрта вăл çĕршер арçын ачапа хĕрачашăн юратнă вĕрентекен пулса тăнă. Ольга Петровна ертсе тата кăтартса пынипе юлашки виçĕ çулта кăна 15 вĕренекен историпе, право енĕпе, обществознанипе тата экономикăпа Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципалитетри тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата призлă вырăнсем йышăннă. Хăй вĕрентнĕ ачасем пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсен, экзаменсене лайăх паллăсемпе тытсан тата республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче малалла ăс пухма тытăнсан учитель вĕсемпе чăннипех те савăнать, мухтанать.
Ольга Алендеева вĕрентÿ программипе кăна ĕçлемест. Вăл шкулти «Куснар» краеведенипе шырав отрячĕн ертÿçи тата çарпа патриотла воспитани паракан клуба çÿрекенсене хавхалантарса тăракан шутланать. Историпе интересленнипех Ольга Петровна Куснар ялĕ çумĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориалпа тачă çыхăну тытать.
О. МИХАЙЛОВА.
Ÿкерчĕкре: О. Алендеева пĕрремĕш ретре сылтăмран виççĕмĕшĕ.
Август 2026 |
