Сунар пăшалĕсене - фронт валли

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.10.2026, 10:33 Просмотров: 20

Росгвардин Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Управленийĕн офицерĕсем Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин ятарлă операцине хутшăнакан çарĕсем валли хĕçпăшал пухса параççĕ.

Ку хутĕнче Раççей гварди уйрăмĕн лицензипе ирĕк парас енĕпе ĕçлекен центрĕ урлă сывлăш-десант çарĕсенчен пĕрне сунарçăсен вăрăм кĕпçеллĕ 5 пăшалне ярса панă. Тăшмансем усă куракан пилотсăр вĕçекен аппаратсене пĕтерме шăпах çакнашкал хĕçпăшал питĕ вырăнлă.

Раççей гварди уйрăмĕн лицензипе ирĕк парас енĕпе ĕçлекен центрĕпе Росгвардин регионти управленийĕн артиллерие хĕçпăшалпа тивĕçтермелли служби урлă çар чаçĕсене кăçал çулталăк пуçланнăранпа 200 яхăн пăшал тата 1000 ытла патрон ярса панă. Ун шутне республикăра пурăнакансенчен туртса илнĕ тата хăйсен ирĕкĕпе пырса панă хĕçпăшал кĕрет. Çар чаçĕнчисем Росгвардин Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Управленине çакăншăн тав тунă.

Хĕçпăшал пухас тата çар чаçĕсене ярса парас ĕçе вырăнти власть органĕсемпе, обществăлла организацисемпе тата Çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшассине хăйсен тивĕçĕ тесе шутлакан граждансемпе пĕрле туса пыраççĕ. Росгвардин Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Управленийĕ фронта пулăшу паракансене пурне те тав тăвать. Ку вăл - пирĕн пĕрлехи ĕç, çĕршыв хăрушсăрлăхне хывакан тÿпе.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники