Çитĕнÿсем курăмлă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.10.2026, 10:40 Просмотров: 20

Чăваш Енри муниципалитетсен тупăшĕ 39,1 миллиард тенке çити ÿснĕ.

Кăçалхи 9 уйăхра вырăнти бюджетсен тупăшĕсем, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 8,6 процент чухлĕ ÿснĕ. Округсен хăйсен тупăшĕсем 11,8 миллиард тенке çитнĕ.

Муниципалитетсене илес пулсан, тупăшсен ÿсĕмĕ Куславкка (20,5 процент), Шăмăршă (18,6), Улатăр (17,4) тата Вăрмар (14,5 процент) округĕсенче самаях курăмлă. Республикăри 23 муниципалитетран 18-ĕшĕнче ку енĕпе ырă улшăнусем пурри палăрать.

Çав хушăрах вырăнти бюджетсен тăкакĕсем тупăшсенчен хăвăртрах ÿснĕ. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсем 11,1 процент чухлĕ пысăкланнă, 39,8 миллиард тенке çитнĕ.

Чăваш Республикин Финанс министерстви муниципаллă бюджетсене тишкерсе тухнă май çакăн пек даннăйсем илсе кăтартнă.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники