Сиен кÿрекен программăпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.02.2025, 14:27 Просмотров: 91

Кăçал январьте Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакан 6 çын «электроэнергипе тивĕçтерекен компани сотрудникĕсене» пула укçасăр тăрса юлнă. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем аферистсене икĕ миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Çапла пĕлтерет Шалти ĕçсен министерствин регион тăрăхĕнчи пресс-служби.

Январĕн 30-мĕшĕнче полицире ĕçлекенсем патне Шупашкарта пурăнакан 67 çулхи хĕрарăм пынă. Вăл каланă тăрăх, усă куракан номер çине палламан çын шăнкăравланă та сирĕн счетчик улăштармалла тесе пĕлтернĕ. Çавна май тивĕçлĕ канури хĕрарăма хăйĕн телефонĕ çине сиен кÿ-рекен программа вырнаçтарма ÿкĕте кĕртнĕ. Çакăн хыççăн унăн счечĕ çинчен 17 пин тенкĕ çухалнă.

«Ку факт тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă. Полици сотрудникĕ-сем преступлени тума хутшăннă çынсене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ», – тенĕ ведомствăн пресс-службин пĕлтерĕвĕнче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники