Тăшман хÿрешкисене фронтра тĕп тунă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2025, 15:32 Просмотров: 56

Ярухин М

Аслă Отечественнăй вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, 1941 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче, ВКП (б) Центральнăй Комитечĕн Политбюровĕ тăшмана хирĕç çапăçакан çарсенче партипе политика витĕмне вăйлатас тĕллевпе 18 пин ытла коммунистпа чи хастар комсомолецсене фронта яма йышăннă. ЦК Политбюровĕ июнĕн 29-мĕшĕнче çĕнĕ хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн партин 26 обкомĕн тата 23 пин политбоеца суйласа илсе фронта ямалла пулнă.

Чăваш Республикинчен Хĕрлĕ Çар ретне 500 коммунистпа комсомолеца мобилизациленĕ. Çав шутра Куславкка районĕнчен – 15 çынна. 1941 çулхи августра Тăван Çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă 500 политбоецран çурри ытла Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вĕсен хушшинче Чашлама ялĕнче чухăн хресчен çемйинче 1908 çулта çуралнă Михаил Васильевич Ярухин та пулнă. Вăл малтанах пуçламăш шкулта, унтан икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ.

1928-1930 çулсенче Михаил Васильевич хутпĕлменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе çитĕннĕ çынсем хушшинче учитель пулса ĕçленĕ, Чашлама ял Канашĕн председателĕнче тăрăшнă. 1930-1933 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче службăра тăнă. Запаса тухсан, пирĕн ентеш Ленинградри коммунистсен политикăпа çутĕç институтĕнче пĕлÿ пухнă. Аслă вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ чухнех Ленинградра эстрада артисчĕ пулнă. 1939 çултан пуçласа фронта тухса кайиччен Чăваш Республикинчи политçутĕç шкулĕн директорĕ шутланнă.

1941 çулхи августра М. Ярухин республикăри чи хастар коммунистсемпе тата комсомолецсемпе пĕрле парти чĕннипе Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă. Сталинграда çитиччен вăл пĕрре çеç мар хаяр тытăçусенче пулнă, фашистсене Мускав патĕнче çапса аркатма хутшăннă. Орденлă 284-мĕш гварди дивизин 1043-мĕш стрелковăй полкĕн аслă политрукĕ М. Ярухин Сталинграда тăшмансенчен хÿтĕ-ленĕ чухне 1942 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче паттăррăн вилнĕ, ăна Сталинград çывăхĕнче тирпейлесе пытарнă.

Аслă политрукăн фронтран янă çырăвĕсенчен

«Ырă кун пултăр, хаклă Леночка, Валерик тата пĕчĕк Розочка! Сире фронтран хĕрÿллĕ салам яратăп, ырă сывлăх сунатăп. Лена! Эпĕ чĕрĕ-сывах. Фашистсемпе вăйлах çапăçатпăр. Кашни кун сиртен çырусем кĕтетĕп. Часах илетĕп тесе шухăшлатăп, чăнах та часах сиртен çыру илессе туятăп.

Хаклă çыннăм, эпĕ тăван киле таврăниччен нумай вăхăт иртмĕ. Сталинграда, Леночка, Ленинград пекех нихăçан та тăшман аллине памăпăр».

1942 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕ.

х х х

«Манран пурне те салам. Часах тăшмана çапса аркататпăр. Сталинграда нихăçан та никама та памастпăр. Аттесем 1918 çулта Царицына мĕнле хÿтĕленĕ, эпир те ăна çавăн пекех хÿтĕлĕпĕр.

Фрицсемпе ганссене тата вĕсен хÿрешкисене тĕп туса пыратпăр. Паян вĕсене 600 ытла леш тĕнчене ăсатрăмăр. Эпĕ хам чĕрĕ, сывах. Чĕререн салам яратăп тата пурне те хыттăн чуптăватăп».

1942 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕ.

х х х

«Сире чаплăран та чаплă уявпа – Октябрьти социализмла революци 25 çул тултарнă ятпа саламлатăп, ырă сывлăх сунатăп. Çак чаплă уява эпĕ иккĕмĕш хут курайман тăшмана – нимĕç фашизмне хирĕç кĕрешнĕ май кĕтсе илетĕп. Иккĕмĕш хут, Леночка, иксĕмĕр пĕрле кĕтсе илнĕ уявсене паллă тунине аса илтĕм. Ун чухне эпир кинона е театра каяттăмăр, юратнă ывăлпа Валерикпе пĕрле сĕтел хушшинче лараттăмăр, паян вара пĕчĕк Роза та пĕрле ларнă пулĕччĕ пирĕнпе...

Эпир, совет çыннисем, урăхла йăла-йĕ-ркепе – большевикла пурăнатпăр. Йывăрлăхсене пĕр хутчен кăна мар чăтса ирттеретпĕр. Нимĕç фашизмне çапса аркататпăрах. Эпир çĕнтеретпĕр. Эпир, Хĕрлĕ Çар салтакĕсем, нимĕçсен пыйтлă хÿрешкисене часах совет çĕрĕ çинчен хăваласа яратпăр. Вара каллех хамăрăн юратнă çынсемпе, хамăрăн ачасемпе пĕрле пулатпăр. Совет шкулĕн студенчĕсене савăнсах «Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕ» курса вĕрентме пуçлатпăр.

Çак уява эсир мансăрах паллă тăватăр, ăна чаплă уявлама тăрăшăр, санăн Миша çак кун Тăван Çĕршыва хаяр çынвĕлерекенсенчен хÿтĕленине асра тыт. Мана çак кун сирĕнсĕр питĕ йывăр пулать. Уншăн ан кулян. Эпĕ пĕччен мар. Эпир пурте кунта – Çĕршыв хÿтĕлевçисем. Пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр.

Лена, çак кун Валерикпе Розăна ман ятпа мĕн те пулин парнелеме ыйтатăп. Май пулсан, виçсĕр пĕрле ÿкерĕнĕр, фотоÿкерчĕкне мана ярса парăр. Ун пек тума май килмесен, хуть Розочка ÿкерчĕкне ярса парсам. Эпĕ ăна пĕрре те курман вĕт...

Леночка, юратнă çыннăм ман, Валерик тата Розочка! Сирĕн пата фронтран уяв саламĕ яратăп, ырă сывлăх сунатăп, хыттăн чуптăватăп».

1942 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕ.

х х х

«Тăшмана çапса аркататпăрах. Пĕтĕм этемлĕхĕн тискер тăшманне тĕп туса тăван çĕре çĕнтерÿпе таврăниччен нумай вăхăт юлмарĕ. Эпĕ сывах, чирлĕ мар. Сиртен çырусем кĕтетĕп. Валерикпе Розăна сивĕ кунсенче уçăлса çÿреме кăларса ан ярăр. Хыттăн чуптăватăп».

1942 çулхи ноябрĕн 12- мĕшĕ.

В. КУЗЬМИН.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники