Инвалид ыйтнине тивĕçтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2025, 14:45 Просмотров: 21

Куславкка район прокуратури тăрăшнипе пĕрремĕш ушкăнри инвалида сиплев учрежденине малашне тÿлевсĕр илсе çитерĕç, ун хыççăн та килне укçа тÿлемесĕрех илсе килĕç.

Пирĕн муниципаллă округра пурăнакан 23 çулхи хĕр Чăваш Республикин прокуратурин официаллă страници çине çырса пĕлтернине тĕрĕсленĕ хыççăн çапла палăртнă: автор пĕрремĕш ушкăнри инвалид шутланать, кресло-коляскăпа амăшĕ пулăшнипе кăна ăçта та пулин тухса çÿрет тата унăн эрнере 3 хутран кая мар гемодиализпа çыхăннă процедурăра пулмалла.

Хĕр пурăнакан вырăнта çакăн пек пулăшу паракан центрсем çук. Çавăнпа вăл 99 çухрăм аякра вырнаçнă республикăри клиника больницине çÿрет, мĕншĕн тесен инвалида унта илсе çитерессине йĕркелемен.

Район прокуратури инвалид ыйтнипе килĕшсе Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствине медицина процедурине ирттермелли графикпа килĕшÿллĕн хĕре пурăнакан вырăнтан медицина пулăшăвĕ паракан учрежденине илсе çитерме тата каялла ăсатса яма тивĕçлине çирĕплетсе суда панă, мораль тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма ыйтнă.

Суд прокуратура ыйтнине тивĕçтернĕ, çак йышăну саккунлă вăя кĕнĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники