Аварире çын вилнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2025, 14:45 Просмотров: 23

Муниципаллă округра 63 çулхи водителе çур-йĕр çинче транспортпа пынă чухне аварие лекнĕшĕн, çавна май çын пурнăçĕ татăлнăшăн судпа айăпланă. Куславкка район прокуратури пысăк тиевлĕ автомашина хуçине РФ Уголовнăй Кодексĕн 264-мĕш статйин 4-мĕш пайĕн «в» пункчĕпе пăхнă преступление тунипе килĕшнĕ, патшалăх айăплавне çирĕплетнĕ.

Судра палăртнă тăрăх, 2024 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче 12 сехет те 15 минутра Беларусь Республикинче çуралса ÿснĕ арçын маларах водитель правине туртса илнине пăхмасăрах çурма прицеп кăкарнă пысăк тиевлĕ автомобильпе М-7 «Волга» çулпа Хусан еннелле васканă. Çул-йĕр йĕпе пулнă пулин те, вăл сехетре 130 çухрăм хăвăртлăхпа пынă.

Автоçулăн 723-мĕш çухрăмĕ-нче, Куславкка муниципаллă округ территорийĕнче, çул пăрăннă çĕрте транспорт хатĕрĕ ăна итлеми пулнă. Çурма прицеп автомашинăсем хирĕç килекен çул çине тухса кайнă та Киров облаçĕнчи 43 çулхи арçын тытса пыракан «КАМАЗпа» çапăннă.Сурансене пула унăн водителĕ вырăнтах вилсе кайнă.

Судпа айăпланă çын хăйĕн айăпне йышăнман, çул-йĕр правилисене пăсман тесе ĕнентерме пăхнă. Анчах та лару пынă вăхăтра патшалăх енчен айăплакан çакăнпа килĕшмен, тĕрлĕ фактсем илсе кăтартнă.

Çаксене тата судпа айăпланакан çын унччен саккуна пăсманнине шута илсе, суд ăна 6 çул та 6 уйăх таран колони-поселение ямалла тунă. Çавăн пекех транспорт хатĕрĕ умне 2 çул та 8 уйăх таран ларма юрамасть тесе йышăннă.

Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники