К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕ ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем çинчен спектакль хатĕрлеме Раççей Культура министерствин грантне çĕнсе илнĕ. Унăн сумми - 3,5 миллион тенкĕ.
Конкурса хутшăнма тăратнă заявкăсем хушшинче шăпах ĕнтĕ Чăваш драма театрĕн сĕнĕвне палăртса хăварнă, экспертсем ăна пысăка хурса хакланă. Артистсемпе спектакле лартакансен умĕнче халĕ пĕр тĕллев - çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тата паянхи куншăн çивĕч темăна лайăх çутатса пама тăрăшасси.
- Раççей Культура министерствин гранчĕ пултарулăх ушкăнне 2026 çулта чăннипех те пысăк проекта пурнăçа кĕртме май парать. Çав укçапа «Паттăрсем вилмеççĕ» (Герои не умирают) ятпа çĕнĕ спектакль сцена çине тухасси паллă. Вăл пирĕн паттăрсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тивĕçлипе хисеп тунине çирĕплетсе парĕ, - тесе пĕлтереççĕ Чăваш Ен Культура министерствинчен.
Ноябрь 2025 |
