Ноябрĕн 2-мĕшĕнче спортăн каратэ тĕсĕпе кĕрешме юратакансем хăйсем мĕнле пиçиххи çыхса çÿреме хатĕррине кăтартса пама Çĕрпÿ хулинче пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Куславккари «Школа каратэ-до» спорт клубĕн каратисчĕсем те пулчĕç.
ГТО нормативĕсене тата каратэ хăнăхтарăвĕсене мĕнле пурнăçланине кура Глеб Пегеевпа Полина Богинская чи лайăххисем пулса тăчĕç. Судьясем каратэ çинчен вĕсем нумай пĕлме тăрăшнине тата çак мероприятисене хутшăнма тăрăшса хатĕрленнине палăртрĕç.
Глебпа Полинăн тата ыттисен тренерĕ пулнă май, эпĕ çапла каласшăн: ачасем спортра мĕнле çитĕнÿсем тăвасси тренертан кăна килмест. Калăпăр, вăл занятисем вăхăтĕнче спортăн каратэ тĕсĕпе мĕнле хăнăхтарусем пурри çинчен каласа парать, тĕрлĕ хусканусем тума вĕрентет. Пулас спортсменăн ашшĕпе амăшĕн вара ачине хавхалантармалла, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине кăтартса памалла.
Н. АЛЕКСАНДРОВ,
«Школа каратэ -до» спорт клубĕн ертÿçи.
Ÿкерчĕк çинче: П. Богинская.
Ноябрь 2025 |
