Тăван йăваран хакли çук

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 07.11.2025, 14:11 Просмотров: 22

42282

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче, Раççейре Пысăк этнографи диктантне çырнă. Мускавра çак акцие хутшăнакансен йышĕ-нче пирĕн ентеш, Куславккара çуралса ÿснĕ Ксения Гришина та пулнă.

Вăл унта чăваш тумне тăхăнса пынă. Пĕрремĕш канала пĕчĕк интервью та панă. Ксения çамрăксен хăйсен культурине пĕлмеллине тата упрамаллине, унпа мухтанмаллине палăртнă.

К. Гришина унччен Хусанта вĕреннĕ, ун хыççăн Мускава пурăнма куçнă. 2023 çулта вăл Мускаври педагогика университечĕн Мисĕ те пулнă. Хальхи вăхăтра хĕр ГИТИСра тата Мускаври педагогика университетĕнче вĕренет.

С. САВНЕШ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники