Тимлĕ пулăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2025, 14:26 Просмотров: 60

Чăваш Республикинчи çул-йĕр çинче тискер чĕрчунсем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем йышланнă. Май уйăхĕнче çеç 12 авари пулнă. Чăваш Ен Çутçанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, автомобильсен ураписем айне пăшисем (9 тĕслĕхре), хир качакисемпе хир сыснисем лекнĕ.

Çакнашкал аварисем тискер чĕрчунсемшĕн кăна мар, этем пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа автомашинăпа çÿреме юратакансен çул çинче инкеке лекесрен тем пекех асăрханмалла. Водительсене ирхине ирех тата таврана каç сĕмĕ çапнă чухне уйрăмах сыхă пулма ыйтаççĕ. Шăпах çав вăхăтра тискер чĕрчунсем çул çине ытларах тухаççĕ.

– Вăрман çывăхĕнчи çулсем çинче хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнăр. Тискер чĕрчуна асăрхарăр пулсан, хăвăртлăха май пур таран чакарма тăрăшăр. Енчен те инкек сиксе тухрĕ-тĕк, ун пирки Госавтоинспекцине е 112 номерпе çăлав службине шăнкăравласа аварие лекнĕ çынсем е тискер чĕрчун пирки пĕлтерĕр, инкек пулнă вырăнтан пăрахса ан кайăр, – тесе асăрхаттараççĕ министерствăра. Унта ĕçлекенсем çавăн пекех Раççей Федерацийĕн территорийĕнче чĕрчунсен тĕнчипе çыхăннă объектсем патшалăх пурлăхĕ шутланни çинчен аса илтереççĕ.

Тискер чĕрчунсене çапса хăварнăшăн е таптаса кайнăшăн патшалăха кÿнĕ такакăн виçи тĕрлĕрен: пăшишĕн – 80 пин, хир качакишĕн – 40 пин, хир сыснишĕн 30 пин, мулкачшăн 1 пин тенкĕ тÿлеттерме палăртнă. Ку тÿлеве гражданла право йĕркипе страхлакан компани саплаштарать. ОСАГО полисĕ пулмасан е авари пулнă вырăнтан пăрахса кайсан çав укçана водителе хăйне тÿлеттереççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники