Тĕлĕнмелле анчах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.08.2025, 15:30 Просмотров: 407

Чăваш Республикинчи нумай ачаллă хĕрарăма ача çуратни çинчен суя справка туса амăшĕн капиталне илнĕшĕн яваплаççĕ.

Çакă паллă: 2019 çулта апрель уйăхĕнче 35-ри хĕрарăм Пермь хулинче ача çуратнă тесе суя справка тутарнă. Кун хыççăн çуралнине ĕнентерекен свидетельствăпа 450 пин тенкĕ ытла амăшĕн капиталне илнĕ.

Çапла майпа документсем тăрăх хĕрарăмăн 4 ача шутланнă. Анчах та чăннипе вара унăн виçĕ ача анчах пулнă: 2000, 2001 тата 2004 çулсенче çуралнăскерсем. Вĕсемшĕн вăл амăш капиталне илеймен, мĕншĕн тесен ку укçана 2007 çулта кăна пама тытăннă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники