Куславккара пурăнакан 60 çулхи хĕрарăма хăйĕн тăванне вĕлернĕшĕн айăплама пултараççĕ. Çак тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхнă уголовнăй ĕç пуçарнă, тесе пĕлтерет Раççейри Следстви Комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕ.
Преступлени тунă тесе айăплакан хĕрарăм кăçал августăн 5-мĕшĕнче çĕрле хăйĕн килĕ- нче виççĕмĕш сыпăкри тăванĕпе пĕрле эрех ĕçсе ларнă, пĕр- пĕрне темтепĕр каласа кÿрентернĕ, хирĕçсе кайнă хыççăн вăл аллине пуртă тытнă та унпа арçынна пуçĕ-нчен темиçе хутчен çапнă. Лешĕ, суранланса пĕтнĕскер, кăштах вăхăт иртсен çавăнтах вилсе кайнă.
Арçынна вĕлернĕ хĕрарăма тытса чарнă. Следователь ыйтнипе суд ăна халлĕхе хупса хума йышăннă. Преступлени пулнă вырăна тĕплĕн пăхса тухнă, уголовнăй ĕçе уçса пама кирлĕ япаласене, çав шутра пуртă та пулнă, тупса палăртнă. Çавăн пекех медицина, генетика, медицинăпа криминалистика экспертизисем те ирттернĕ.
Август 2025 |