Куславкка район прокуратури вырăнти культура учрежденийĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма ыйтнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче муниципаллă округри клубсенче, Культура çурчĕсенче тата библиотекăсенче вăйра тăракан правилăсене пăснине тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, хăшпĕр пÿлĕмсенче эвакуаци валли тесе палăртнă алăксене тÿрех уçма май килмен, картлашкасем айĕнче çулăм хăвăрт хыпса илме пултаракан строительство материалĕсем упраннă, пушар сиксе тухсан кирлĕ шыв пыракан хатĕрсене (рукав) ятарлă шкафсенче тытнă пулин те, вĕсене çулăма сÿнтермелли системăпа çыхăнтарман. Электрооборудованипе çыхăннă кăлтăксене те тупса палăртнă.
Прокуратура культура учрежденийĕсенчи пăтăрмахсем пирки представлени çырнă. Юридици вăйĕнче тăракан çынсем тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн КоАПĕн 20.4 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн (пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăсни) административлă правăна пăхăнманни çинчен ĕç пуçарнă. Çитменлĕхсене хăçан пĕтерессине район прокуратури хăех тĕрĕслесе тăрĕ.
Август 2025 |