Нÿхрепсене (путвалсене) çĕнĕ тухăçа упрамашкăн тасатса хатĕрленĕ чухне республикăра кашни çулах инкек-синкек сиксе тухать. Акă иртнĕ эрнере путвалсенче сиенлĕ наркăмăшпа анранă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕринче инкеке лекнисене çăлса хăварма май килнĕ, тепринче вара ватă арçын пурнăçран уйрăлса кайнă, тата 6 çын хĕн курнă, вĕсен шутĕнче - тăванĕсемпе кÿршисем.
Çавăнпа Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви нÿхрепре ĕçленĕ чухне вăйра тăракан правилăсене çирĕп пăхăнма ыйтать: ăна малтан лайăх уçăлтарăр. Сывлăш уçăлса çитнине çунакан çурта лартнă витрене унта антарса пĕлме пулать, енчен те çурта сÿнчĕ пулсан, ĕçлеме тытăнмашкăн тăхтăр. Хуть те мĕнле пулсан та иккĕн ĕçлеме тăрăшăр. Çавна май пĕр-пĕрне пулăшма пултаратăр. Организм наркăмăшланнине туйрăр пулсан (хăсăк килсен, хăвăра йывăр туйсан, пуç çаврăнсан тата ытти те) пĕр тăхтаса тăмасăрах урама тухăр, 103 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Енчен те сирĕн çывăх çыннăрсенчен е кÿршĕрсенчен хăшĕ те пулин инкеке лекрĕ-тĕк, вĕрен е кантра илмесĕр нÿхрепе анма ан васкăр, наркăмăшпа сывланă çынна нÿхрепрен е путвалтан тÿрех уçă сывлăша илсе тухма тăрăшăр, «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илĕр.
Август 2025 |