Куçман пурлăха парнелесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2025, 11:34 Просмотров: 38

Хваттере е çурта парнелесси – пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм. Кайран мĕнле те пулин ыйту сиксе ан тухтăр тесен, малтанах пурне те шута илес пулать.Чăваш Енри Росреестр специалисчĕсем договор çине алă пусиччен çапла тума сĕнеççĕ:

  1. Документсене тĕплĕн тĕрĕслĕр. Объект валли сирĕн мĕнпур хут (харпăрлăх прави çинчен калакан свидетельство е выписка) хатĕррине тепĕр хут пăхса илĕр. Унсăрăн эсир нимĕн те парнелеме пултараймастăр.
  2. Документсене нотариус урлă хатĕрлĕр. Парнелессипе çыхăннă договорсене пурне те нотариус çирĕплетсе парать. Куçман пурлăха çывăх тăвансем пĕр-пĕрне парнелеççĕ пулсан та. Нотариус алă пусса çирĕплетни малашне тавлашу сиксе тухсан та ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулăшать.
  3. Налук тÿлевĕ мĕнле пулассине пăхса тухăр. Хăшпĕр чухне парнеленĕ пурлăхран налук тÿлеме тивет.

Асра тытăр, хăвăр официаллă майпа хуçаланакан пурлăха кăна парнелеме пултаратăр. Парнене илме хирĕç пулни çинчен пурлăх прави тепĕр çынна куçнине патшалăх органĕсенче шута иличчен кăна пĕлтерме пулать.

Добавить комментарий

Последние комментарии