Тимлĕхе нихăçан та çухатмалла мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.07.2026, 11:34 Просмотров: 19

Çу кунĕсем ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те юратнă тапхăр.Çак вăхăтра никамăн та килте ларас килмест. Çулла çул çинче транспорт та ытларах çÿрет, велосипедран пуçласа скутер, мотоцикл, мопед, электросамокат, питбайт таранах курма пулать.

Çамрăк, çул çитмен водительсем чылай чухне правилăсене, çул çинчи йĕркене пăхăнмасăр ярăнса çÿреççĕ. Велосипедпа, самокатпа тротуарпа пыракан çынсем хушшинех кĕрсе каяççĕ. Иртсе кайнă чух ятарлă сигнал та памаççĕ.Çавăнпа вĕсем çынсене таптаса кайнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Тата пĕр харăсах темиçе çын ларса е тăрса ярăнни те инкек патне илсе çитерет. Çавна пула травматологи уйрăмне инкек тÿснĕ çынсем, шел пулин те, ытларах пыраççĕ. Тĕрлĕ йышши транспорт хатĕрĕпе пынă чух ал-урана амантасран, инкек тÿсесрен мĕнле асăрханмалли çинчен республикăри клиника больницин тухтăрĕ-травматологĕ Иван Васильевич КАДИКОВ каласа парать.

-Ярăнмалли чи анлă сарăлнă хатĕрсене илес пулсан хăвăрт çÿрекен электросамокат е велосипед хăрушăрах?

- Кун пек тÿрех татса калама çук пулĕ, электросамокатпа та, велосипедпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Кунта ярăнмалли хатĕрĕ мар, унăн хăвăртлăхĕ мĕнле пулнин пĕлтерĕшĕ пысăкрах теме пулать. Электросамокат каварлăхĕ мĕнре-ха/ Велосипедпа пынă чух урасене, мышцăсене ĕçлеттерме тивет: ывăнсан хăвăртлăх та чакать. Электросамокатпа вара вăй хумасăрах, кнопка çине пуснипех хăвăртлăха ÿстерсе пыма пулать.

Эпĕ мĕнле ÿкни те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каласшăн. Велосипед çÿллĕрех, унпа ярăннă чухне çын çÿлтен тата велосипедпа пĕрле ÿкет. Урасем хушшинче пулнăран рамăпа педальсем хăйсем те сиен кÿме, мĕне те пулин амантма пултараççĕ. Электросамокатпа пынă чух, хăвăртлăх пысăк мар пулсан, çаврăнăçуллăраххи сикме юлма та пултарать. Анчах ун пек чух пуçпа тăрăнса пуç мимине кисретме, амантма пулать. Çавăнпа хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар. Тата çакна калас килет: электросамокатпа, велосипедпа, питбайтпа ярăнмалли хатĕрсемпе çÿренĕ чухне ытларах ул-урана амантаççĕ. Эпир, травматологсем, вĕсене курса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем тума пултаратпăр: хăрушсăрлăх йĕркисем пур, хăрушсăр транспорт çук.

Самокат хăрушлăхĕ - унăн конструкцийĕнче, унăн урапин диаметрĕ пĕчĕк пулнинче. Çавăнпа ытти транспортпа танлаштарсан, вăл çирĕп мар. Урапи мĕн чухлĕ пĕкĕкрех, ăна тытса пыма çавăн чухлĕ кăткăсрах. Çул çинче шăтăк-путăка лексен е выртакан вак чула пырса тăрăнсан, вăл вылянса кайма пултарать.

- Урапа тапса, тĕксе ярăнмалли самокат ун пекех пысăк хăрушлăх кăларса тăратмасть пуль?

- Вăл хăрушсăртарах пек туйăнать. Анчах кунта та хăшпĕр йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Чылай вăхăт тата яланах пĕр ура çинче, пĕр еннелле сулăнса ярăнни çурăм шăммишĕн - хăйне евĕр тиев, мĕншĕн тесен çурăм мышцисен пĕр енĕ ытларах ĕçлет. Ача пĕр вĕçĕм е сылтăм, е сулахай ури çинче кăна ярăнсан кĕлеткине те тÿрĕ тытма пăрахать.

Самокат ураписем пĕчĕк, терĕмĕр, çавăнпа çул çинчи шăтăк-путăка пула кĕтмен çĕртен ÿкес хăрушлăх пысăк, ал-урана, пуçа, пите амантма пулать. Акă мĕншĕн ĕнтĕ самокат çине тăрсан ачана урине улăштарса пыма вĕрентмелле, ытла нумай вăхăт хушши ярăнтармалла мар, пуçа шлем тăхăнмалла. Кĕлеткене хÿтĕлеме пулăшакан ытти хатĕрсем çинчен те манмалла мар.Самоката ача çÿллĕшне кура туянмалла, яка вырăнта, васкамасăр ярăнмалла. Хускану - пурнăç, самокатпа пĕлсе, асăрханса ярăнни сывлăха çирĕплетме кăна пулăшать.

- Ярăннă чух ÿксе чи малтан пуçа, ал-урана амантаççĕ, терĕр. Сирĕн пата ачасене, çамрăксене тата мĕнле сурансемпе ытларах илсе пыраççĕ?

- Суранĕсем чăнах та тĕрлĕ-рен пулаççĕ. Пысăках мар хăвăртлăхпа пынă чухне ÿкме пуçласан та теприсем хăраса, çухалса каяççĕ, çавна май пуç çине тăрăнаççĕ, алли-урине амантаççĕ. Ÿкнĕ çын хăй сисмесĕрех аллине малалла тăсать, çавна пула алă, пÿ-рне шăммисене, сыпписене, хулпуççине амантаççĕ. Ярăнмалли хатĕр вылянса кайсан, ăçта та пулин пырса çапăнсан е ăна тăрук чарма хăтланса чĕркуççи сыпписене амантнă, ура пакăльчакне хуçнă тĕслĕ-хсем те тĕл пулаççĕ. Çавăн пекех ÿкнĕ чух çемçе ÿт шăйăрăлса, татăлса каять, хытах ыраттарнă вырăна юн тулма пултарать.

- Çынсем ÿксе аманнă сăлтавсем тимсĕр пулнипе, пысăк хăвăртлăхпа пынипе, ÿкнĕ чух хăйсене кирлĕ пек тытма пĕлменнипе çыхăннă, терĕр...

- Сăлтавĕ чăн та чылай. Чи анлă сарăлнисем - кирек епле хатĕрпе те пысăк хăвăртлăхпа пыни, çул яка, тÿрĕ мар пулни, ярăнакансем хăйсем тимлĕхе çухатни, çăмăлттайлăх. Ярăнмалли хатĕрпе мĕнле усă курмаллине пĕлменнисем те, пĕрремĕш хут самокат çине тăракансем те тÿрех пысăк хăвăртлăхпа пыма пăхаççĕ, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмаççĕ. Çавăнпа ярăнма тухнă чух хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе - шлемсемпе, чĕркуççи, чавса çине тăхăнмалли, кĕлеткене, кăкăр шăммипе шалти органсене хÿтĕлемелли ятарлă хатĕрсемпе усă курмалла. Ярăннă чух пуçа çухатмалла мар, пурне те шута илмелле. Иртен-çÿрене хисеплесе, асăрханса ярăнмалла.

- Велосипедпа, скутерпа, мотоциклпа, электросамокатпа, питбайт текен хатĕрпе ытларах çамрăксем ярăннине курма пулать. Шел пулин те, амансе шар куракансем те вĕсемех ĕнтĕ.

- Вĕсен хушшинче çамрăксем те, кĕçĕн çулхи ачасем те пур. Юлашки вăхăтра ярăнмалли хатĕрсемпе усă курас йĕркене хăшпĕр улшăнусем кĕртрĕç. Çакна пула та, тен, аманса инкек тÿснĕ тĕслĕхсем кăштах сахалланчĕç. Çапах та çакă тимлĕхе чакармаллине пĕлтермест. Пуçласа вĕсемпе усă куракансем хăйсене, хăйсен вăйне ытлашши шанаççĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿнипе пĕрлех урампа, тротуарпа утса пыракан ытти çынсем çине те кĕрсе кайма, амантма пултараççĕ.

-Иван Василоьевич, ÿксе амансан тÿрех больницăна кайманни, шăмăсем тĕрĕс мар сыпăнни мĕнпе хăрушă?

- Ачасем кĕтмен çĕртен ÿксе аллисене, сăмахран, чавса тĕлĕнчи шăмма хуçма пултараççĕ. Ыратни пĕр-икĕ эрнерен те иртмесен, ыраттарнă вырăн шыçма пуçласан тухтăр патне каймаллах, мĕншĕн тесен шăмă тĕрĕс мар сыпăнма пуçлĕ. Кун пек чух вăхăта тăсни хăйне евĕр хăрушлăх кăларса тăратать - шăмă тĕрĕс мар сыпăнсан алă малтанхи пек йĕркеллĕ, кирлĕ пек ĕçлейми пулать. Шăмă хуçăлнине вăхăтра асăрхаса сиплемесен, вăл хăй пирки аса илтеретех. Çавăнпа ÿксен, мĕне те пулин хытах ыраттарсан вăхăтра рентген туса тĕрĕслеттерме тăрăшмалла.

- Пĕр-пĕр транспортпа пынă чух ÿксе аманнă, инкек тÿснĕ çынна вăхăтра пĕрремĕш пулăшу памаллине пурте лайăх пĕлеççĕ. Мĕнле пулăшма пулать-ха инкеке лекнисене?

- Чи малтанах аманнă çын хăйне мĕнле туйнине пăхмалла, ăна вырăнтан куçарма тăхтамалла. Амантнă вырăна тата сиенлетес хăрушлăх пур. Транспорт хатĕрĕсем çÿрекен вырăнта пулсан кăна аманнăскерне çул айккине илсе тухма юрать. Çын тăнне çухатнă, пуçне амантнă паллăсем пулсан, мăй е çурăм тĕлĕнче хытах ыраттарнине асăрхасан, юн юхать пулсан пĕр тăхтамасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле. Çын тăнне çухатман, хăйне япăх мар туять, анчах алли е ури аманнă пулсан та ăна тĕкĕнмелле мар. Юн юхнине курсан чарма тăрăшмалла. Сурана малтан таса шывпа, унтан антисептикпа тасатса стериллĕ марльăпа çыхмалла. Çапла майпа сурана инфекци лекесрен сыхласа хăварма пулать. Амантнă вырăна тÿрех таса татăкпа чĕркенĕ сивĕ япала хуни те ыратнине тата шыçнине чакарма пулăшать. Çын вăйлах аманман пек туйăнать пулсан та ăна сăнасах тăмалла. Ÿкнĕ, аманнă çын пуçĕ хытă ыратни, çаврăнни, çывăрас килни çинчен пĕлтерсен, хăсма пуçласан тата йĕркеллĕ утайманнине асăрхасан васкасах больницăна илсе çитерме тăрăшмалла.

- Иван Васильевич, вулакансене тата мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- Çу кунĕсем - ăшă та ырă, хĕвеллĕ кунсем ырă асаилÿсем çеç хăварччăр тата сывлăха çирĕплетме пулăшччăр тесен пурне те тимлĕ пулма сĕнетĕп. Асăрханса, умри çула сăнаса, васкамасăр, йĕркене çирĕп пăхăнса ярăнсан пурте йĕркеллĕ пуласса шанас килет.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии