«Культура» нацпроектпа килĕшÿллĕн пирĕн округа уйăрса панă автоклуб кăçал чи малтанах Шăнчасра тата Кармăшра пурăнакансене савăнтарчĕ.
Централизациленĕ клуб системинче ĕçлекенсем чаплă концерт кăтартрĕç. Вырăнти артистсем ял халăхне тăван кĕтес, юрату çинчен хывнă юрăсем юрласа пачĕç, çапла майпа Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.
ПАЗ автобус никĕсĕ çинче вырнаçтарнă нумай функциллĕ культура центрне пирĕн округ пĕлтĕр декабрьте илме тивĕçлĕ пулнăччĕ. Автоклубра культурăллă мероприятисем ирттерме пурте пур. Артистсем хамăр округри ытти ялсене те çитсе курсшăн. Февралĕн 25-мĕшĕнче вĕсем Курăчкинра пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
О. МИХАЙЛОВА.
Март 2025 |