Виçĕ çул каялла, 2023 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри Культура çурчĕн ертÿçи Рушания Абдулхаева, ĕç ветеранĕсем Людмила Волковапа Нина Григорьева пархатарлă ĕç пуçарнă – ятарлă çар операцийĕн салтакĕсем валли хÿтĕлев каррисем (маскировка сеткисем) çыхма тытăннă. Ĕçе пуçласси кăна вĕт – тытăнсан каять.
Сетка çыхакансен шучĕ кунсерен хушăнсах пынă. Ун пек ырă ĕç туни пирки хыпар ял хушшинче хăвăрт сарăлать çав – хĕрарăмсем пĕрин хыççăн тепри çÿреме пуçланă Культура çуртне.
Паянхи куна хĕрарăмсен ушкăнĕ (вĕсем çирĕме яхăн) 220 сетка çыхнă. Волонтерсен хушшинче ытларах тивĕçлĕ канури ветерансем – вĕрентекенсем, воспитательсем тата ял хуçалăх ĕçченĕсем. Вĕсем хÿтĕлев карри çыхма ĕçе çÿренĕ пекех çÿреççĕ. Пысăк тăрăшулăхпа çыхнă маскировка сеткисем Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕ-лекен салтаксене питĕ кирлĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли сетка хатĕрĕсене туянма май пур таран ял халăхĕ пулăшма тăрăшать. Пĕрисем салтаксем валли куллен кирлĕ япаласем туянса параççĕ, теприсем хатĕ-рленĕ гуманитари пулăшăвне СВО зонине çитерме тăрăшаççĕ.
Çапла майпа ăстасем Çĕнтерÿ кунне çывхартаççĕ, пĕрлĕхри тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕ-лекенсене пулăшаççĕ. «Пĕрлĕхре – вăй» тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав.
Т. ВАСИЛЬЕВА.
В. КОНСТАНТИНОВ сăнÿкерчĕкĕ.
Май 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
| 4 | 5 | 6 | 7 | 8
|
9 | 10 |
| 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
| 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
| 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
