Православи кĕнекин кунĕ умĕн Энтри Пасар ялĕн библиотекинче «Тĕн сăмахĕн вăйĕ» православи тĕлпулăвĕ иртрĕ. Унта вырăнти шкулта 5, 6 тата 7-мĕш классенче вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем Т. Андреева, Г. Соколов, И. Павлова хутшăнчĕç.
Ку мероприятие Куснар ял чиркĕвĕн иерейĕ Николай Яйцов килчĕ. Вăл шкул ачисене христиансен кĕнекин ролĕ çинчен каласа пачĕ, тĕн кĕнекипе кĕлĕ çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Николай иерей Библи тата Евангели вулама сĕнчĕ, çакă кашнине кирлĕ пуласси çинчен каларĕ.
Мероприятие хутшăннисем «литурги» мĕне пĕлтернине, ăна чиркÿри службăра мĕншĕн тĕп вырăна хунине итлесе пĕлчĕç. Священник чиркÿре пурте юрлакан тĕп кĕлĕсене аса илтерчĕ.
Тĕлпулура православипе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç.
Ачасем Куснар ял чиркĕвĕн историйĕ çинчен те интересленсе итлерĕç. Историйĕ вара çăмăл пулман. 1937 çулта чиркĕ-ве хупнă. Унăн çурчĕ темиçе çул склад, ял клубĕ тата тĕрме вырăнне те пулнă. 1989 çулта кăна ăна тĕне ĕненекенсене тавăрса панă.
Тĕлпулăва вĕçленĕ май священник вĕренекенсене туслă пулма, яланах Турăпа пĕрле пулма сунчĕ, ырă та усăллă кĕнекесене ытларах вулама чĕнсе каларĕ.
Л. ШИКАРЕВА.
Март 2026 |
