Отчетлă концерт – итогсене пĕтĕмлетни кăна мар, мĕнпур тунă çитĕнÿсене пултаруллăн кăтартса пани те. Ку вăл питĕ яваплă ĕç – творчество коллективне чи лайăх енчен кăтартса парасси. Çулталăкра тунă пĕтĕм çитĕнÿсене кăтартса парасси.
Мероприяти тĕлне халăх ăстаçисен хăйсен аллисемпе тунă ĕçсен куравне йĕркеленĕ. Унта Ф. Герасимова (тĕрĕ), Е. Педюсева (вĕтĕ шăрçапа тунă тĕрĕ), Г. Апостолова (наци тĕрри) ĕçĕсене тăратнă.
Концерт программине илемлĕ пултарулăх коллективĕн хорĕ «Савăнăç юрри», «Тăван енĕм», «Ан кулян, тăванăм» юрăсемпе уçрĕ (аккомпаниаторĕ В. Шембеков).
Çак каç концерта хутшăннă çитĕннĕ çынсем те, ачасем те куракансене хăйсен чи лайăх номерĕсене, илемлĕ тумĕсене кăтартса пачĕç. Пухăннисем валли чаплă кĕвĕсем янăрарĕç. Концерт программине питĕ анлă хатĕрленĕ. Унта вырăс тата чăваш юррисем, сăвăсем, хаваслă ташăсем пулчĕç.
Куракансем концерта хутшăннă чи çамрăк артисткăна – виçĕ çулхи Ксения Потонована уйрăмах ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вăл «Мишка косолапый» сăвва ăста каласа пачĕ. Хăйĕн пĕчĕк çулĕсене пăхмасăрах, хĕр пĕрчи хăйне сцена çинче ирĕклĕн тата шанчăклăн тытрĕ.
Концерт куракансем Куснарти вăтам шкулта вĕренекенсене хĕрÿ-ллĕн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем пухăннисене тĕрлĕрен юрăсемпе ташăсем парнелерĕç (ертÿçисем Н.Шмелева, Н. Плотникова тата Р. Алендеева). Куракансем «Мамина улыбка согревает» юрра шăрантарнă Лизăпа Данил Романовсене, «В театре» сăвва вуланă Лиза Казаковапа Валерия Жолобована хĕрÿллĕн алă çупса тав турĕç.
В. Шембеков ташланă «Чукча» шÿтлĕ ташăна, Р. Красновапа Е. Павлова кăтартнă «Вокзалта» сценкăна пурте тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Н. Ларионов, Е. Исакова, Г. Апостолова, Н. Плотникова солистсем, Ф. Герасимовапа Е. Педюсева дуэчĕ, «Виртен» ансамбль (ертÿçи М. Харитонова) куракансене чаплă юрăсемпе савăнтарчĕç. Концерт программи Р. Краснова, Ф. Герасимова, Е. Исакова, Я. Шоркина кăтартнă «Танец дружбы» композиципе вĕçленчĕ.
Прграммăна ертсе пынă Я. Шоркина тата Е. Павлова зала пухăннисене артистсемпе пĕрле пĕр çемьери пек туслă пулнăшăн, ăшă кулăсемшĕн чунтан тав турĕç. Куракансем килĕсене çĕкленÿллĕ кăмăлсемпе саланчĕç.
И. КАШАЕВА.
Март 2026 |
