Усăллă та интереслĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.03.2026, 14:47 Просмотров: 33

Кунерти вăтам шкулта тĕрлĕрен акцисем, усăллă ĕçсем сахал мар ирттереççĕ. Вĕсене кашни класри ачасем хастар хутшăнаççĕ. Усăллă та интереслĕ мероприятисем вĕсене туслăхпа ырăлăха вĕрентеççĕ, тăван тавралăхшăн тăрăшма хистеççĕ.

Нумаях пулмасть пирĕн шкул ачисем «Батарейка килсе пар – планетăна çăл!» акцие хутшăнчĕç. Усă курнă батарейкăсем хăрушă каяшсен шутне кĕреççĕ, вĕсене утилизацилеме юрамасть. Çакăн пек батарейкăсене ятарлă контейнера хумалла, йăлари ахаль каяшсене пăрахнă пек пăрахмалла мар.

Ку акцие хутшăнса ачасем хăйсен хăрушлăхĕшĕн тата çутçанталăкшăн тăрăшма вĕренеççĕ.

Шкулта «Тĕп ыйту çинчен калаçар» уроксем те усăллă иртеççĕ. Нумаях пулмасть кунта паллă событисене – çĕршывăн тĕп хулинчи Пысăк театр 250 çул тултарнине тата Раççейĕн театр деятелĕсен союзне йĕркеленĕ-ренпе 150 çул çитнине халалласа уроксем ирттерчĕç.

Д. АНТИПОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники