Тирпей-илем хамăртан килет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.04.2026, 15:28 Просмотров: 33

 mfmGt1 InU

Елчĕкри вăтам шкулта 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем çак кунсенче хăйсен класс ертÿçисемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăнчĕç - Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман ентешсене асăнса лартнă мемориал йĕри-тавра тасатма тухрĕç.

Ку мероприяти пĕр харăсах темиçе пуçару шучĕпе иртрĕ. Чăваш Енре, çав шутра ялта пурăнакансем те истори тата культура палăкĕсене тимлĕх уйăрмалли куна халалланă Пĕтĕм Раççейри акцие, «Историри астăвăм» проекта тата хамăр муниципаллă округри «Пирĕн палăксем - паттăрсен астăвăмĕ, пирĕн мухтав» ятлă çамрăксен акцине хутшăнчĕç.

Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен çывăх çыннисемпе пĕрле вырăнти территори пайĕнчи ялсенче çуралса ÿснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Тăван Çĕршыва хÿтĕленĕ ентешсен паттăрлăхне асра тытмалли сăваплă вырăна тăрăшсах тирпей-илем кĕртрĕç. Çак кун пурте чăн-чăн патриотизмпа пархатарлăх урокне хутшăннă пек туйăнчĕ.

Палăксене упраса хăварасси тата тирпейлĕ тытасси - ăрусен умĕнчи яваплăх.

Н. НИКОЛАЕВА,

Елчĕкри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники