Эпир – чăваш йăхĕнчен

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.04.2026, 15:30 Просмотров: 31

Апрелĕн 25-мĕшĕнче - чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Уявăн тĕллевĕ - ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлĕве ÿстерме пулăшасси.

Чăваш чĕлхин кунне пирĕн округри вĕренÿ учрежденийĕсенче чаплă паллă тунă. Куснарти вăтам шкулта ачасем чи малтанах «Вăйă карти» йĕркеленĕ. Чăваш чĕлхине халалланă эрнере тăван чĕлхепе юрăсем шăрантарнă, сăвăсем янăратнă. Хĕрачасемпе арçын ачасем илемлĕ ташăсемпе савăнтарнă.

Кунерти вăтам шкулта 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхи - ăстăн чечекĕ» ятпа вăйă-ăмăрту иртнĕ. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне, тавракурăмне кăтартса панă. Тупăшура туслăх çĕнтернĕ.

Çакăн пек ăмăртусемпе вăйăсем ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас, вĕсен тавракурăмне аталантарас ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем предмета тăрăшса вĕренме, уроксенче тимлĕрех пулма, нумай вулама хавхалантараççĕ.

Тăван халăха çутта кăлараканĕ Иван Яковлев пирĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ пур, тенĕ. Тăван чĕлхе наци культурине упраса хăвармалли хатĕр шутланать.

Çакна шута илсе, Энтри Пасар шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем наци тĕррине сăнлама хăма татăкĕсем хатĕ-рленĕ. Каярах йывăçа ĕнтсе йĕрсем тумалли хатĕрпе усă курса вĕсем унта тĕрлĕ тĕрĕсем ÿкернĕ те сарă тата хĕрлĕ тĕссемпе сăрланă. Хатĕр ĕçсене ачасем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е. Митрофановăна парнеленĕ. Ăшă кăмăлпа панă парне ачасене те, хăйсен юратнă учительницине те савăнтарнă.

В. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники