Чыс та мухтав çĕнтерÿçĕсене!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2026, 13:43 Просмотров: 33

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чаплă çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе кĕçех 81 çул çитет. Пĕтĕм халăх çак куна чыслăн кĕтсе илме хатĕрленет. Эпир фронтра пуç хунă салтаксене, Çĕнтерÿпе таврăннисене сума суса аса илетпĕр, вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.

Асрах-ха, 1965 çулта та, ирсĕр тăшмансене çапса аркатнăранпа 20 çул çитнĕ кун пур çĕрте те фронтовиксене чысларĕç, вĕсене юбилей медалĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Районти совхозсенче те уява чаплăн паллă тăватчĕç. Уяв вĕçленеспе фронтовиксем лавкка патĕнче те пухăнатчĕç. Вĕсем эрех-сăра ĕçме мар, ытларах пĕр-пĕ-ринпе курнăçса калаçма, вăрçă çинчен сăмахлама пыратчĕç унта...

1973 çулта, хуçалăхра агроном пулса ĕçленĕ чухне, Çатрăк ялĕнчи магазин патĕнче эпĕ çакнашкал пĕр ушкăна асăрхарăм. Пĕрисем хĕрсех темĕн çинчен калаçатчĕç, пĕр-пĕрне ыталаса тытнă икĕ арçын вара вĕри куççулĕ витĕр темĕн аса илсе ларатчĕç. Эпĕ вĕсем патнерех пырса тăтăм. Иван Арсентьевич Арсентьевпа Петр Федотович Шепелева палласа илтĕм. Вĕсем иккĕшĕ те 1923 çулта çуралнă, фронтра паттăррăн çапăçнă, анчах та хăйсемпе пĕрле ÿснĕ 18 çамрăкран иккĕшĕ кăна çав хаяр вăрçăран таврăнни паллă пулчĕ.

Каччăсене пурне те пĕр çултах фронта илнĕ. Вĕсем пĕрлерех пулма тăрăшнă. Вăрçă тути-масине пĕлнĕ салтаксем çамрăксене ушкăнпа пухăнма хушман, артиллери снарячĕсем пеме тытăнсан пурне те пĕрле пĕтересси пирки асăрхаттарнă. Лешсем итлесех кайман, çавăнпа снарядсем ÿксе çурăлма тытăнсанах пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннĕ, çавна пула нумайăшĕ вăхăтсăр пуç хунă. Çатрăкри çак икĕ тантăш ватăрах салтаксем каланине хăлхана чикме тăрăшнă, тăван ялне тĕрĕс-тĕкелех таврăнма пултарнă...

Çĕнтерÿ уявĕ - пирĕн халăхăн аслă, мăнаçлă, куççуллĕ уявĕ. Ун патне çитме питĕ йывăр пулнă. Вăрçă синкерĕ кашни килте, кашни урамра, кашни ял-хулара тарăн йĕр хăварнă. Пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Çавăнпа пĕтĕм чун-чĕ- ререн тархасласа калатăп: пултăр мир ĕмĕрех!

Р. ИЛЬИНА.

Мĕниçырми ялĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники