Чунран каланă сăмахсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2026, 13:46 Просмотров: 35

QLW2MFJw4Sbf4KJOLMPzrtvPNCwyliXKH2j2MNm6ryvVE IBQHMIOLuDXhp74iuCm aRt9oXibRTlLb 0667gt4u

Апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, Куснарти вăтам шкулта поэзин чаплă уявĕ - «Смолин вулавĕсем» иртрĕç. Куславкка çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ мухтавлă поэта, куçаруçăна Анатолий Смолина асра тытса кăçалхипе вунвиççĕмĕш хут сцена çинче унăн сăввисем янăрарĕç.

«Смолин вулавĕсене» хамăр округри тăван сăмахлăха юратса ÿсекен шкул ачисемпе çитĕ-ннĕ çынсемчи пултаруллă 43 çын хутшăнчĕ. Компетентлă жюри сăвă калакансен ăсталăхĕ те, вĕсен йышĕ те çулран çул ÿссе пынине палăртрĕ. Куснар шкулĕнче вĕренекенсем те ырă сăмаха тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ призлă вырăнсем йышăнчĕ, лауреатсем пулса тăчĕ.

Çитĕннисем хушшинче вырăнти «Çеçпĕл» халăх ансамбльне çÿрекен Е. Павлова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, хамăрăн ентешĕн «Кавказ» сăввине илемлĕ вуласа пачĕ. Куснар ялĕнчи библиотекăра ĕçлекен Н. Плотникова поэтăн «Мамаев курган» сăввипе сцена çине тухрĕ. Хăнасене тата вулава хутшăннисене Куснарти культура çурчĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» халăх ансамблĕ (ертÿçи М. Харитонова) ăшшăн кĕтсе илчĕ, уяв тăршшĕпех хаваслă юрă-ташăпа хавхалантарса тăчĕ.

«Смолин вулавĕсем» вĕçленеспе конкурса йĕркелекенсем малашнехи плансене сÿтсе яврĕç, вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пĕрле килĕштерсе ĕçлеме кирлине палăртрĕç.

Н. ПЛОТНИКОВА.

Ÿкерчĕк çинче: «Смолин вулавĕсене» хутшăннисене поэтăн мăшăрĕ Людмила Смолина парнесем парать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники