Ача садне юсаççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.06.2026, 10:35 Просмотров: 203

Çак кунсенче Тĕрлемесри «Василек» ача садĕнче хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Муниципаллă округ пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕпе - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Надежда Лукиновăпа пĕрле унта çитсе куртăмăр, юсавпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр.

Палăртма кăмăллă, Хусанти «Строй» ООО ача садĕнче мĕнпур ĕçе планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕ тĕлĕшпе муниципалитетри координатор пулнă май эпĕ çак юсава хăвăртрах тата çÿллĕ шайра вĕçлессишĕн яваплă пулнине аван туятăп. Çавăнпа эпир строительсем кашни кун мĕн-мĕн тунипе интересленетпĕр, Тĕрлемес тăрăхĕнчи ачасем часах юсаса çĕнетнĕ çурта хаваспах çÿреме тытăнасса шанатпăр.

В. ШМЕЛЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники