Юрă-кĕвĕ ян-янрать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.06.2026, 15:09 Просмотров: 202

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енĕн хитре çу кунĕсем» тата «Çуралнă кĕтесĕн культури» парти проекчĕсемпе килĕшÿллĕн районти Культура çурчĕн автоклубĕ нумай пулмасть Энтри Пасар территори пайне кĕрекен Акчурапа Калуккассине, Эплесе çитсе килчĕ.

Куçса çÿрекен нумай функциллĕ центр (автоклуб) Культура çурчĕ çук е аякра вырнаçнă пысăках мар ялсене тухса çÿреме кирлĕ. Культура ĕçченĕ-сем вĕсенче пурăнакансене хаваслă уяв, савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелеççĕ. Акчурасем, калуккассисем тата эплессем илемлĕ пултарулăх ăстисене ăшшăн кĕтсе илчĕç, кашни юрă-ташă хыççăн чылайччен алă çупрĕç. «Надежда» вокал ансамблĕ, Ирина Кашаева, Елена Лебедева юрăçсем хăйсен юратнă юррисене шăрантарчĕç, ялта пурăнакансем вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç.

Ачасем те савăнчĕç. Екатерина Русина вĕсен пичĕсене çу кунĕнче тĕл пулакан хитре тĕссемпе илемлетрĕ.

М. ГОРОДЦОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники