Çакăн пек проектсем питĕ кирлĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.07.2026, 10:05 Просмотров: 119

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăри 14 округра пĕр вăхăтра «Сывлăх патне - утăм» ятлă пысăк проект хута кайрĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - халăх сывлăхне тĕрĕслесси, медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси, республикăра пурăнакан кашни çынна сывлăхшăн хăрушă чир-чĕр пирки пуçламăш тапхăрта пĕлмелли тата квалификациллĕ пулăшăва вăхăтра илмелли майсем туса парасси.

«Сывлăх патне - утăм» проектпа килĕшÿллĕн июлĕн 1-мĕшĕнче районти И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăри врачсен мобиллĕ ушкăнĕ Тĕмшер территори округĕнчи Пилешкасси, Варасăр, Тĕмшер тата Пакăш ялĕсенче пурăнакансен сывлăхне вырăна тухса тĕрĕслерĕ. Эпир пынă çĕре унта халăх самаях пухăннăччĕ. Поликлиникăн регистратура администраторĕ Елена Смирнова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем малтанах кашни çыннăн ятне, ашшĕ ятне тата хушаматне, хăçан тата ăçта çуралнине çырса ятарлă карточка уçаççĕ, телефон номерне çырса çирĕплетеççĕ. Ун хыççăн йышăнăва пынисем мĕн çÿллĕш пулнине тата миçе килограмм тайнине виçеççĕ, сахăр, артерири юн пусăмне, холестерин шайне пĕлме анализсем параççĕ, куçри юн пусăмне, хăлха илтнипе илтменнине тĕрĕслеттереççĕ тата ытти тухтăрсемпе хăйсен сывлăхĕ пирки канашлаççĕ. Çав кун ял халăхне Кристина Александровна Симакова терапевт, Мария Сергеевна Семенова офтальмолог, Анастасия Григорьевна Иванова невролог, Юрий Дементьевич Васильев оториноларинголог йышăнчĕç.

Тухтăрсем патĕнче вăйпитти çынсем те, ватлăх енне сулăннисем те тата вĕсенчен чылай çамрăкраххисем те пулчĕç. Тĕслĕхрен, Валентина Сапожникова 86 çула кайнă. Вăл сахăр диабечĕпе чирлени, çавăнпа сахăр шайне пĕлес тĕллевпе ятарласа килни çинчен пĕлтерчĕ. Ватă çын анализ панă, куçри юн пусăмне виçтернĕ, юлашкинчен тухтăр ăна мĕнле эмелпе сипленмеллине каласа ăнлантарнă. Хăйне кăмăллă йышăннăшăн, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлнĕшĕн хĕрарăм савăннă. Районти тĕп больницăна çÿремесĕрех халăх сывлăхне тĕрĕслемелли майсем туса панăшăн тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене ăшшăн тав турĕ вăл.

Тĕмшер территори пайĕн пуçлăхĕ Федор Яковлев та тухтăрсен мобиллĕ ушкăнĕ вырăна тухса халăхпа тĕл пулни питĕ меллĕ пулнине палăртрĕ. «Çакă аслă ăрури çынсемшĕн уйрăмах лайăх, мĕншĕн тесен кирлĕ специалистсемпе Куславккари больницăна каймасăрах канашласа илме, сывлăха тĕрĕслеттерме май пур», - терĕ вăл.

Федор Евгеньевич çавăн пекех Тĕмшер территори пайĕнчи виçĕ ялта - Пилешкассинче, Варасăрта, Тĕмшерте - фельдшерпа акушер пункчĕсем пурри, вĕсенче ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслесех тăни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ыйту паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

- «Сывлăх патне - утăм» проект республикăра иккĕмĕш çул пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн Раççей Президенчĕ пурнăç тăршшĕне вăрăмлатас, халăх сывлăхне çирĕ- плетес тĕлĕшпе кăларса тăратнă тĕллевсене пурнăçласа пыраççĕ, – терĕ вăл.

«Çакăн пек проектсем питĕ кирлĕ, вĕсем чир-чĕре шала кайиччен асăрхама пулăшаççĕ. Чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртни вара сиплев ĕçне вăхăтра пуçăнма май парать»,- теççĕ тухтăрсем.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники