Ырă кăмăллă, ĕçчен

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 03.07.2026, 10:06 Просмотров: 115

Пирĕн округра ватлăх енне сулăннă çынсен хушма хуçалăхĕсене, пÿрчĕсен умне тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Социаллă ĕçченсем вĕсен патĕнче кунсерен пулма тăрăшаççĕ тесен те йăнăш мар.

Нумай пулмасть ватăсене пахчаçимĕçпе çĕрулми лартса хăварма пулăшнăччĕ, халĕ вара çумăр час-часах çунипе ашкăрса ÿсекен курăка çулса тирпейлемелле. Çакă тивĕçлĕ канури çынсемшĕн пĕрре те çăмăл ĕç мар. Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта тăрăшакан социаллă ĕçчен Сергей Геннадьевич Юсов пăхса, пулăшса тăракан ватăсем унпа уйрăмах кăмăллă. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид Петр Степанович тата Валентина Феофановна Юсовсем çапла калаççĕ: «Сергей Геннадьевича пахчари курăка вăхăтра çулса панăшăн пысăк тав. Эпир ку ĕçе тума вăй çитереймен пулăттăмăр».

Сергей Юсов пулăшса тăракан Юрий Георгиевич Козьмодемьянский те, пĕрремĕш ушкăнри инвалид, ун ĕçĕпе кăмăллă. «Эпĕ те Сергей Геннадьевича тав тăватăп. Вăл - пуринпе те ырă кăмăллă, ĕçчен çын. Хуть те мĕн тума ыйтсан та вăхăт çукки çине ямасть, пулăшма тăрăшать», - тет.

Социаллă ĕçченсем пулăшни ватă çынсене пахчисене тирпейлĕ тытса пыма, вĕсем çинчен манса кайманнине туйма май парать.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники