Куславкка муниципаллă округ администрацийĕнче кашни эрнере иртекен канашлура ачасен çуллахи канăвне мĕнле йĕркелени çинчен «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕн муниципалитетри координаторĕ Елена Чапурина каласа пачĕ.
«Çемье» наци проектне пурнăçлассипе килĕшÿллĕн ĕçлекен çуллахи лагерь кăçал ачасене июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен йышăнать. Социаллă пулăшу кирлĕ 45 арçын ачапа хĕрача валли икĕ смена йĕркеленĕ. Вĕсем лагерьте хăйсен сывлăхне çирĕплетме, усăллă канма пултараççĕ.
Ачасем унта кăнтăрлахи вăхăтра пулаççĕ. Унтан килĕсене таврăнаççĕ. Учрежденире ытлă-çитлĕ пурăнайман тата ăнăçсăр çемьесенчи çул çитмен ачасемпе ытларах ĕçлеççĕ, вĕсем çапкаланса çÿрессине тата право йĕркине пăсассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
«Фортуна» лагерь программи ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăмасть: ачасем вăхăтра апатланаççĕ, сывлăха çирĕплетмелли, усăллă канмалли, ăс-тăна, пултарулăха аталантармалли мероприятисене хутшăнаççĕ. Кунта мастер-классем, спорт вăййисем, çемье уявĕсем, пĕр-пĕр темăна тĕпе хурса экскурсисем йĕркелесси, ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем пĕрле пухăнса çивĕч ыйтусене пăхса тухасси йăлана кĕнĕ. Лагерьте çавăн пекех тĕрлĕ ведомствăсен сотрудникĕсем те час-часах пулаççĕ. Ачасем валли çул çитменнисен ĕçĕпе ĕçлекен инспекторсемпе, районти И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн тухтăрĕсемпе, чрезвычайлă лару-тăру министерствин, пĕчĕк виçеллĕ кимĕсен патшалăх инспекцийĕн, çул-йĕ-рпе патруль службин сотрудникĕ-семпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Специалистсем шыв çинче, çула тухсан тата килте яланах асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ, хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштараççĕ, ВДПО инструкторĕ пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен каласа ăнлантарать.
О. МИХАЙЛОВА.
Июль 2026 |
