
Куславкка муниципаллă округĕнчи учительсен делегацийĕ «Славянсемпе тĕрĕксен тĕнчи: истори тата хальхи самана» ятпа иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери III наукăпа практика конференцине хутшăннă.
Çак пысăк масштаблă мероприятие Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă, ăна Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерстви,Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата Раççейри çарпа истори обществипе «Пĕлÿ» оществăн Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ.
Конференцине тĕрлĕ çĕршывсен делегацийĕсем хутшăннă: Раççейрен, Китайран, Беларуçран, Казахстанран, Чехирен, Венгрирен... Пĕр сăмахпа, форум славянсемпе тĕрĕксен историйĕпе культурине тĕпчекен гуманитарисене пĕр çĕре пухнă. Унта шкулта истори предметне вĕрентес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнă.
Июль 2026 |
