Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Михаил Дегтярев спортсменсене «Раççей спорт мастерĕ» ят парасси çинчен калакан черетлĕ хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин тăватă спортсменĕ çак хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă, çав йышра пауэрлифтинг енĕпе Раççейĕн суйласа пухнă командинче шутланакан Анатолийпе Виталий Глазковсем те.
Вĕсем - йĕкĕрешсем, Куславккара çуралса ÿснĕ. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче вĕреннĕ. Халĕ иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, çав вăхăтрах спортпа интересленме вăхăт тупаççĕ - çамрăксем хăйсен ăсталăхне Шупашкарти Валериан Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче аталантараççĕ.
Ăмăртусене хатĕрленме вĕсене Чăваш Ен тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Кострюков пулăшать. Вунтăххăрти каччăсем нумай пулмасть Суздаль хулинче иртнĕ Раççей кубокĕшĕн пынă турнирта пысăк кăтартусемпе палăрнă. Виталий - пауэрлифтинг енĕпе Азире мала тухмалли ăмăртусен çĕнтерÿçи. Анатолий Раççейри ăмăртусен çĕнтерÿçи тата призерĕ шутланать.
Июль 2026 |
